Форума хутшăнакансем валли 15000 калпакпа шарф хатĕрлеççĕ

23 Сен, 2014

Шупашкара 81 регионтан хăнасем килĕç

Ĕнер Правительство çуртĕнче «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форума тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен республикăри йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Хальхинче унта 4 ыйту пăхса тухрĕç.

Спорт форумне хутшăнакансем валли культура мероприятийĕсемпе экскурсисем йĕркелесси пирки культура министрĕ Вадим Ефимов пĕлтерчĕ. Режиссерсен ятарлă ушкăнне йĕркеленĕ, пултарулăх ушкăнĕсене палăртнă, сценарисене хатĕрленĕ. «Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре хула çыннисем валли «Спорт - пурин валли те» уяв иртĕ. Унта спортсменсем, артистсем, чи лайăх пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшипе, ăсталăхĕпе паллаштарĕç. Юпа уйăхĕн 8-11-мĕшĕсенче Спорт форумне хутшăнакансем валли театрсенче, концерт залĕсенче тÿлевсĕрех спектакльсем, концертсем кăтартĕç, музейсене те тÿлевсĕрех йышăнĕç. Çакна та палăртмалла: мероприятисене пысăк опыт пухнă артистсене кăна мар, çамрăк талантсене те явăçтаратпăр. Хатĕрленÿ ĕçĕсем аван пыраççĕ, йăлтах çÿллĕ шайра иртессе шанатпăр»,- терĕ Вадим Петрович.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков Пĕтĕм Раççейри ГТО нормативĕсене йышăнмалли Пĕрлехи куна йĕркелесси пирки каласа пачĕ. Алексей Олегович пĕлтернĕ тăрăх - тĕп ăмăртусем Шупашкарти «Энергия», «Труд» стадионсенче тата Юрă уйĕнче иртĕç. Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче хулари предприятисемпе организацисенче ăмăртусем пуçланаççĕ ĕнтĕ. Унта çĕнтернисем /кашни командăра 10 çын/ финалта вăй виçĕç. Юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче кашни шкултах ГТО нормативĕсене пурнăçлас енĕпе ăмăртусем йĕркелĕç. Вĕсене республикăри спорт федерацийĕсен хастарĕсем хутшăнĕç. «Химиксен хулинче авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче кашни шкулта ГТО нормативĕсемпе ăмăртусем пулнă. Вĕсене Ашшĕсен канашĕсен членĕсем те хутшăннă. Çитес шăмат кун вĕрентекенсен хушшинче ăмăртусем пулĕç. Учительсем унта пĕрешкел тумпа тухма палăртаççĕ. Хальлĕхе хулара пин çын пĕрешкел футболкăсем туяннă»,- пĕлтерчĕ Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Соловьева. Шупашкар хула администрацийĕ вара Спорт форумне хутшăнакансем валли 15000 калпакпа шарф хатĕрлĕ.

«Мĕн пур мероприятин Раççей тата Чăваш Ен Гимнĕсем янăранинчен пуçланмалла. Шупашкарти ялавсене пурне те улăштармалла»,- сĕнчĕ Михаил Игнатьев. Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне хутшăнакансен тата хăнасен апатланăвне йĕркелес ыйту çинче чарăнчĕ. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта куллен 4450 çынна апатлантарма тивĕ. Паянхи кун тĕлне - меню та, график та хатĕр. Поварсемпе официантсем ятарлă, пĕрешкел, чăваш паллипе пуянлатнă тум тăхăнĕç. Вĕсем валли ятарлă семинарсем те йĕркеленĕ. Хусантан специалистсене те чĕнсе илнĕ. «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форум хăнисемпе официаллă делегацисен çулне ятарлă çынсене çирĕплетесси пирки те сăмах пуçарчĕç. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов пĕлтернĕ тăрăх - республикăн тĕп хулинче Раççей Федерацийĕн 81 регионĕнчен хăнасене йышăнмалла. «Кашни делегаци çумне ятарлă çынсене тата волонтерсене çирĕплетнĕ. Юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче волонтерсем валли тепĕр хут вĕренÿ ĕçне йĕркелеççĕ»,- уçăмлатрĕ Александр Степанович.

Информполитика министрĕ Валентина Андреева пĕлтернĕ тăрăх - паянхи кун тĕлне республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче 9000 ытла материал кун çути курнă. Роликсене çĕнетсех тăраççĕ. Халĕ хăнасем валли Чăваш Республики пирки буклет хатĕрлеççĕ. «Спорт форумĕ вăхăтĕнче журналистсем мĕнле тум тăхăнĕç? - интересленчĕ Михаил Игнатьев. - Журналистсем çĕтĕк джинссемпе ан пулччăр ĕнтĕ. Пĕрешкел тум пулсан аванччĕ, вĕсене Раççей журналисчĕсенчен уйăрма май килтĕрччĕ, чăваш палли пултăрччĕ». Валентина Владимировна пĕлтернĕ тăрăх - массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем кашни хăйсем йышăннă пĕрешкел тумпа пулĕç, чăваш наци палли пирки те манмĕç.

Вице-премьер - строительство министрĕ Олег Марков Спорт форумĕ тĕлне территорисене хăтлăх кÿрес, çул хĕррисенчи объектсене тирпейлес ыйтусем çинче чарăнчĕ. Олег Иванович авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкар - Çĕнĕ Шупашкар çула тĕрĕсленĕ-мĕн. «Сĕнтĕрвăрри çулĕн айккинчи курăка çулмалла. Трактор тăвакансен проспектĕнче машиностроени техникумĕ тĕлĕнче çÿп-çап куписене пĕтермелле. Хăш-пĕр чарăну вырăнне, павильона çĕнетмелле. Мĕн пур ĕçе авăн уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле»,- терĕ вăл. Ларура асфальт çулсем çинчи паллăсене çĕнетесси пирки те сăмах пулчĕ. Çав вăхăтрах аэропорт, Çĕнĕ хула территорийĕсене тирпей-илем кĕртмелле, Шупашкар - Çĕнĕ Шупашкар çулĕн айккинчи территорисене йĕркене кĕртесси пирки каларĕç. Форумччен шутлă кунсем кăна юлчĕç, палăртнине йăлтах пурнăçласчĕ. Спорт форумĕ иртнĕ кунсенче ĕçе те спорт тумĕпех каясчĕ.

 

Роза Власова

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.