Ах, пукане, пукане...

23 Сен, 2014

Çĕнĕ Шупашкарти ачасен искусство шкулĕнче Ирина Агеева сăрă ăстин куравĕ уçăлнă. Экспозицире - татăкран тата пусмаран ăсталанă 70 ытла пукане. Выставкăра Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи теттесемпе паллашма пулать. Мĕнле йышши кăна çук-ши кунта/ "Куватка", "покосница", "барыня", "младенчик", "неразлучники" тата ытти те...

Ирина Агеева - Раççей Художникĕсен союзĕн тата Пĕтĕм тĕнчери художниксен союзĕн членĕ, Пĕтĕм тĕнчери тата Раççейри конкурссен лауреачĕ. Халăх пуканипе вăл 25 çула яхăн ĕçлет. Унăн кашни ĕçĕ хăйне евĕр. Сăмахран, "Тульская колыбельная" патак çинче тытăнса тăрать. Ирина Владимировнăн пур пукани те хĕрарăм шăпипе, унăн тĕп тивĕçĕпе - йăха малалла тăсассипе, ачасене воспитани парассипе çыхăннă. Вĕсем тăрăх пурнăç "çиппи" пуканелле вылякан хĕр ачаран пуçласа качча каяс пике, хĕрарăм, асанне-кукамай таран тăсăлнине сăнама пулать. Ав мăнукĕ те -хĕр пĕрчи - пуканелле вылять. Пурнăçра йăлт каялла çаврăнса çитет. Ирина Агеевăн ăсталăхĕпе çамрăксене ÿнер уйрăмĕн преподавателĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР Художниксен союзĕн членĕ Татьяна Шаркова паллаштарнă. Вăл çамрăк ăрăва пукане тăвас ăсталăхăн вăрттăнлăхĕсене уçнă, унăн пĕлтерĕшĕ пирки каласа панă.

А.ГРОМОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.