Кролик валли... наркотик

23 Сен, 2014

Республикăн Аслă сучĕ апелляци тишкерĕвĕн кăтартăвĕсем тăрăх Çĕнĕ Шупашкар хулин сучĕн кăçалхи утă уйăхĕнче палăртнă приговорне улăштармасăр хăварнă. Сăмах Федерацин наркотĕрĕслев службин Чăваш Енри управленийĕн химиксен хулинчи пайĕн аслă оперуполномоченнăйĕ пулнă 29 çулти çамрăк пирки пырать.

Çапла вара экс-опер тĕлĕшпе приговор саккунлă вăя кĕнĕ. Ăна УК 285 статйин 3-мĕш пайĕпе /должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курни/ айăпланă, 2 çуллăха пĕтĕмĕшле режимлă колоние ăсатма йышăннă.

Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен пайĕ тата суд çирĕплетнĕ тăрăх - оперуполномоченнăй Наркотĕрĕслев службин Çĕнĕ Шупашкарти пайĕн наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисене тупса палăртас тĕлĕшпе ĕç кăтартăвĕсем япăххине пĕлнĕ май вĕсене правăна пăсса лайăхлатма шут тытнă. Тепĕр çын урлă пĕр арçынна улталаса Çĕрпÿ районĕнчи уйра кролик валли тесе курăк пухма сĕннĕ. Чăннипе вара çав курăк техника тĕллевĕпе çитĕнтерекен кантăр пулнă.

Пĕлтĕрхи авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче хайхи «курăка» пухакан, хăй саккунсăр ĕç тунине тавçăрма та пултарайман арçынна наркотĕрĕслев сотрудникĕсем тытса чарнă. Вăл пухнă «курăк» наркотик - 3,3 кг ытла марихуана - пулнине пĕлсен арçын тĕлĕнсех кайнă.

Кайран ун тĕлĕшпе саккуна пăсса УК 228 статйин 2-мĕш пайĕпе /наркотик упранипе çыхăннă статья/ саккуна пăсса уголовлă ĕç пуçарнă, ăна хупса хунă, 2,5 уйăх ытла камерăра тытнă. Оперуполномоченнăй çапла хăтланса преступлени туни палăрсан тин арçын саккуна пăсманнине кура ăна уголовлă майпа йĕрлеме пăрахнă. Наркотĕрĕслев сотрудникĕн хăйĕн пирки уголовлă ĕç пуçарнă.

СК следователĕсем Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕн тата ФСКН управленийĕн хăйĕн хăрушсăрлăхĕн пайĕн сотрудникĕсемпе алла-аллăн ĕçленĕ май коррупци сĕмĕллĕ преступлени тунă опера уголовлă майпа явап тыттарма май килнĕ.

 

К.НИКОЛАЕВ

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.