Гран-при - ентешсенче

23 Сен, 2014

Кострома облаçĕнчи Буе хулинче хăвăрт утас енĕпе çĕр-шыв гран-прине çĕнсе илессишĕн пысăк турнир иртнĕ. Çуллахи сезона вĕçленĕ ăмăртăва Чăваш Ен спортсменĕсем те хутшăннă.

20 километрлă дистанцире пирĕн ентешсене - Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 8-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптакансене - çитекенни пулман. Чи сумлă наградăна спортăн тĕнче класлă мастерĕ Петр Трофимов тивĕçнĕ. Унăн тусĕ Александр Яргунькин финиша иккĕмĕш çитнĕ, Кирилл Фролов виççĕмĕш вырăн йышăннă. Палăртмалла: ку Муркаш каччисен Петр Трофимовпа Александр Яргунькинăн кăçалхи пĕрремĕш çитĕнĕвĕ мар. Пĕри - Раççей кубокĕн çĕнтерÿçи, тепри - çĕр-шыв чемпионĕ ?50 км%. Кострома облаçĕнче çамрăк спортсменсем те палăрнă. Юниорсен тупăшăвĕнче - Денис Сергеев, хĕрсен ушкăнĕнче Мария Лосинова, Мария Волкова тата Анастасия Чернова медальсем çĕнсе илнĕ.

Е.АНДРЕЕВ.

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.