Комментировать

23 Сен, 2014

Журналистсем çивĕч ыйтусене çĕклерĕç

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ял хуçалăх тата информаци политикипе массăллă коммуникаци министрĕсем Сергей Павловпа Валентина Андреева эрне кун Вăрнарти типĕтнĕ сĕт заводĕнче республикăн, районсен информацин йышлă хатĕрĕн аграри ыйтăвĕсемпе ĕçлекен журналисчĕсемпе тĕл пулчĕç. "Агропромышленноç умĕнчи чăрмавсемпе халăха паллаштарас ĕçри паха опыт" темăпа семинар-канашлу ирттерчĕç.

С.Павлов вырмана пĕтĕмлетрĕ. "Кăçал тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсем акмалли тĕллеве пурнăçларăмăр, - терĕ вăл. - Вĕсене 500 пин тонна туса илме палăртнăччĕ. Комбайнпа çапса тĕшĕленĕ куккурус 20 тоннăран сахал мар пуçтарăнасса шанатпăр. Ампар виçипе кĕлете 520-530 пин тоннăран кая мар кĕрĕ. Пÿлмене хывмалли тĕллев ăнăçлă пурнăçланĕ. Вăрнарсем тĕш тырă чылайранпах кашни гектартан вăтамран 27,3 центнер илменччĕ. Шупашкар районĕнче - 25,7, Çĕрпÿ районĕнче 22,9 центнер тухрĕ".

Авăн уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне бункер виçипе 565443 тонна тырă кĕртнĕ. Ял ĕçченĕсем типĕ кунсенче çĕр улмине пухса илессишĕн тăрăшаççĕ. Ăна мĕн пур лаптăкăн 90,7% кăларнă. Тухăçĕ кашни гектартан вăтамран 157 центнер. "Хуçалăхсем çумăр çу каçиччен пилĕк-ултă хутран сахал мар çунă çулсенче 190-шар центнертан кая мар пухса кĕртнĕ, - терĕ министр. - Çу уйăхĕнче çанталăк шăрăх тăнăран тухăç пĕчĕкрех. 633 пин тонна çĕр улми туса илме ĕмĕт тытнăччĕ. Кăшт сахалрах тухма пултарать".

2014 çулхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче мăйракаллă шултра выльăх, кайăк-кĕшĕк ашĕ /чĕрĕ виçепе/ пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 4,2% нумайрах туса илнĕ. Çак ÿсĕме хресчен-фермер хуçалăхĕсемпе килти хуçалăхсем мар, "Ачаковское" обществăн Шупашкар районĕнчи Çĕнĕ Тутаркасси ялĕнчи чăх-чĕп фабрики, "Чăваш бройлерĕ" АУО, "Юрма" агрофирма ытларах тÿпе хывнă. "Çитес çулсенче какай туса илессипе производствăна ÿстерес шанăç пур, - палăртрĕ С.Павлов. - Мĕншĕн тесен "Ачаковское" тата "Юрма" аш ытларах хатĕрлеме палăртрĕç. Вĕсем инвестици хывса фабрикăсене модернизацилеççĕ".

Мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсенче 8 уйăхра иртнĕ çулхи асăннă тапхăрти чухлех, вăл шутра ял хуçалăх организацийĕсем - 3,4%, ХФХсем 20% нумайрах сĕт сунă. Вице-премьер ку енĕпе малашне ял хуçалăх организацийĕсене çирĕп шаннине пытармарĕ. Килти хуçалăхсене те пысăк пулăшÿ кÿрессине палăртрĕ. Сăмахран, кăçал вĕсене панă кредитăн % пайне банка тавăрма федераци хыснинчен 540 млн тенкĕ уйăрнине, çемьесем унпа тĕллевлĕн усă курнине лайăхрах тĕрĕсленине пĕлтерчĕ. Хăш-пĕр килти хуçалăх саккуна пăхăнмасть. Нумаях пулмасть çавнашкал тĕслĕхе Йĕпреç районĕнче тăрă шыв çине кăларнă. Фермер патшалăхран субсиди илнĕ пулин те ĕç пуçламан. Халĕ унран укçа шыраттараççĕ.

"Кăçал мĕн пур программăпа килĕшÿллĕн федераци бюджетĕнчен 2 млрд та 230 млн тенкĕ куçарасса кĕтетпĕр, - терĕ Сергей Владимирович. - Çакăнтан ытларах килме пултарать. Темиçе программăпа кĕмĕл хушса парас шанăç пур".

"Хыпар" журналисчĕн ыйтăвне вице-премьер çапла хуравларĕ: "Министерство АПКри инвестици тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме Раççей Ял хуçалăх министерствине 284 проект тăратрĕ. Унăн ĕç ушкăнĕ 21-шне суйласа илнĕ. Çывăх вăхăтра вĕсене министерство комиссийĕ тишкерĕ. Пурне те пурнăçа кĕртме çирĕплетессе шанатăп. Агропромри ертÿçĕсене çакна пĕлтеретĕп: кăçалтан Раççей Ял хуçалăх министерстви техника хатĕрĕ туянмашкăн субсиди уйăрас ыйтăва татса пама инвестици проекчĕ йышăнмасть. Выльăх фермисем хăпартма çеç нухрат парĕç. Ашпа сĕте тирпейлекен предприятисене модернизацилемешкĕн субсидин % виçине саплаштарма ÿлĕм те республика хыснинчен кĕмĕл куçарĕç".

Вице-премьер ытларах Çĕнĕ Шупашкарсене пырса тивекен ырă хыпар пĕлтерчĕ: "Агроинвест" общество хулари макарон туса кăларакан фабрикăна хута ярасшăн. Унта ĕçлеме çынсем кирлĕ пулĕç. Европăран çĕр-шыва апат-çимĕçĕн темиçе тĕсне кÿме чарнăран Раççей Правительстви мăйракаллă шултра выльăх ашĕ нумайрах туса илме палăртнă. Фермăсем çĕклеме, ăратлă выльăх туянма федераци хыснинчен субсиди уйăрĕç. "Хальлĕхе республикăра аш нумайрах туса илес тĕллевпе мăйракаллă шултра выльăхăн герефорд е ытти ăратне усракан хуçалăх сахал, - терĕ вице-премьер. - Какая ăсатмалли выльăх ăрачĕ 2 пин пуçран ытла мар. Пирĕн аграрисем ăна çитĕнтерес енĕпе питех ĕçлесшĕн мар. Сăлтавне ĕне выльăх какайĕ паракан тупăш хуçалăх кассине вăрах пырса кĕнипе ăнлантараççĕ. Федераци хыснинчен фермăсем тума субсиди панине кура ÿлĕм кĕтÿ пысăкланатех. Сăмахран, Улатăр районĕнче аш туса илмелли ăратлă выльăх усрама тĕллев лартасшăн. Китай инвесторĕсем Сĕнтĕрвăрри районĕнче выльăх комплексĕ тăвасса кĕтетпĕр. Çитес уйăхăн 2-мĕшĕнче вĕсемпе Шупашкарта тĕл пулса ыйтăва каллех сÿтсе явăпăр".

Чăваш Енре сăвакан сĕтĕн çуррине республика тулашне турттараççĕ, хамăрăн тирпейлекен предприятисене чĕр таварсăр хăварса йывăрлăха кĕртеççĕ. Унта турттаракансенчен хăшĕ-пĕрин транспортпа пĕрле илсе çÿремелли ветеринари докуменчĕ те çук. "Эпĕ ветслужбăран çавнашкал продукцие тытса чарса утилизацие ăсатма ыйтрăм, - сассине хăпартрĕ вице-премьер. - Темиçе тонна сĕте пăрахăçласан, тен, юта турттарма чарăнĕç? Теприсем республика чиккинче ветслужба е ПАИ инспекторĕсем тăнине çула тухичченех пĕлеççĕ. Çул-йĕре пăхса тăракан тытăмран вĕсене вăрттăн систереççĕ тесе шухăшлатпăр".

С.Павлов кăçал ял хуçалăхĕнче тар тăкакансен ĕç укçи вăтамран 18-20% ÿсессе шантарчĕ. Аса илтеретĕп: халĕччен вĕсене пама уйăхсерен 12200 тенкĕ шутланă. Кăçалхи 8 уйăхра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 8 пине яхăн гектар парлак çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Иртнĕ çулсенче усă курманнине сухалас тĕлĕшпе ĕç пырать. Анчах хыт хура пуснă çĕнĕ вырăнсене шута илеççĕ. Сăмахран, Вăрнар районĕнчи "Гвардеец" хуçалăх кăçал пĕр гектар та акса хăварман. Унăн çĕрне урăх хуçана тара пама тупăш илекен предприяти шыраççĕ.

Ял хуçалăх организацийĕсен 82% тупăшлă ĕçлени АПКра лару-тăру лайăхланнине çирĕплетет. Пысăк предприятисем ял хуçалăх культурисем ытларах та ытларах çитĕнтереççĕ. Тĕслĕхрен, Йĕпреçри "Молочная империя" кооператив халăхран сĕт пухнипе пĕрлех малтан Киров, Ильич ячĕллĕ хуçалăхсем сухаланă çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.

Завод ĕç-хĕлĕпе цехсенче çÿресе паллашнă журналистсем предприятие ялсенчен турттаракан чĕр тавар пахалăхĕпе кăсăкланчĕç. "Сĕт паракансем унăн пахалăхне лайăхлатассишĕн тăрăшни сисĕнет, - хуравларĕ обществăн генеральнăй директорĕ Федор Волков. - Ветнадзор пирĕн пата килсе час-часах тĕрĕслет. Продукци пухакан кооперативсем, уйрăм предпринимательсем, мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсем пире паха сĕт сутасса кĕтетпĕр. Унта темле хутăш ярса сĕт ытларах сутассишĕн улталама ан тăрăшăр".

Журналистсем ЧР аграрийĕсен апат-çимĕçне федерацин республикăри супермаркечĕсенче çителĕксĕр йышăнни пирки те сăмах хускатрĕç. "Юлашки вăхăтра çак сетьсенче вырăнти продукцие ытларах туянни палăрать", - хак пачĕ С.Павлов. Сĕт юр-варне вĕсене вырнаçтарма килĕшÿсем çирĕплетнине Ф.Волков та çирĕплетрĕ.

Информаци политикипе массăллă коммуникаци министрĕ В.Андреева семинар-канашлăва пĕтĕмлетсе АПКна тÿпе хывакан журналистсен ĕçне пысăка хурса хакларĕ. Паха продукци туса кăларса çĕр-шывĕпех палăрнă предприятисен йышĕ ÿснĕшĕн савăннине, Чăваш Енри информацин йышлă хатĕрĕ вĕсен ĕçне пур енлĕн çутатнине палăртрĕ.

 

Юрий МИХАЙЛОВ

саp.ru cайчĕн сăн ÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.