Йывăрлăхсене парăнманнисем çĕнтереççĕ

Сисмерĕмĕр те — тăватă çул кĕтнĕ спорт уявĕ вĕçленчĕ. Бразилире иртнĕ Олимп вăййисен пĕтĕмлетĕвĕпе ăмăртăвăн чи нумай наградине АПШ спортсменĕсем çĕнсе илчĕç. Вĕсен пухмачĕнче — 121 медаль. Аслă Британипе Китай командисем турнирăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш картлашки çине хăпарчĕç. Эпир — тăваттăмĕш вырăнта.

Раççей спортсменĕсен — 56 медаль: 19 “ылтăн”, 18 “кĕмĕл”, 19 “бронза”. Яланхи пекех гимнастсемпе ишевçĕсем, дзюдоистсемпе кĕрешÿçĕсем ăста пулчĕç. Боксерсемпе фехтовальщиксем, пăшалтан перекенсем тĕлĕнтерчĕç. Хăш-пĕр ăмăртура та /волейбол, бадминтон, триатлон/ награда кĕтрĕмĕр, анчах вĕсенче спортсменсем малтисен ретне тăраймарĕç. “Атлетсемпе штангистсем килнĕ пулсан çĕнтерÿсем тата пулĕччĕç”, — теççĕ спорт эксперчĕсем.

Юлашки кунсенче пирĕннисем 15 наградăпа пуянланчĕç. Сослан Рамоновпа Абдулрашид Садулаев кĕрешÿçĕсем, илемлĕ гимнастика хĕрĕсен ушкăнĕ, гандболистсем, Александр Лесун /нумай енлĕ кĕрешÿ/, Маргарита Мамун гимнастка чи сумлă наградăна тивĕçрĕç.

— Пирĕн команда яланах малтисен ретĕнче пулнă. Кăçал та яшсемпе хĕрсем Олимпиадăра çухалса каймарĕç. Пире тем пек путарас тесе тăрăшрĕç пулин те эпир йывăрлăхсене парăнмарăмăр, Раççей тĕнчере чи вăйлă çĕршыв пулнине тепĕр хут ĕнентертĕмĕр, — тенĕ РФ Олимп комитечĕн ертÿçи Александр Жуков.

Çуллахи Олимпиадăна чăваш спортсменĕсем хутшăнни те кăмăла çĕклет. Шел те, тĕнче турнирĕн стартне пĕрре мар тухнă Ирина Калентьева малтисен йышне кĕреймерĕ. Ульяновск тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ чăваш хĕрĕ Инна Тражукова та “бронзăшăн” кĕрешрĕ пулин те Польша кĕрешÿçине çĕнтереймерĕ. Çĕнĕ Шупашкар пики Дарья Спиридонова спорт гимнастикин ăмăртăвĕнче кĕмĕл медаль çĕнсе илчĕ, анчах уйрăм тупăшура ăна ăнмарĕ. Тепĕр тăватă çултан Чăваш Ен атлечĕсем Олимп вăййисен стартне тухса пысăк çитĕнÿсемпе палăрасса шанас килет.

А.МИХАЙЛОВ.

 

А.МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.