Юрăсăр пурнăç çук

13 Юпа, 2016

«Шăнкăрма» - Йĕпреç районĕнчи ачасен пĕртен-пĕр ансамблĕ. Вăл малтанах «Акăшпи» ятпа йĕркеленнĕ. «Кĕçĕн çулхи ачасене хамăр тăрăхри фольклорпа паллаштарнă май юрра-кĕвве вĕрентес шухăш çуралчĕ ун чухне», - аса илет иртнине Надежда Никандрова.

«Атте лаша панă пулсан» юрăран пуçларăмăр. Питĕ тăрăшса шăрантарчĕç вĕсем ăна. Çапла майĕпен шăпăрлансене сцена çине кăларма, вĕсемпе тачăрах ĕçлеме тытăнтăм. Куракан умне тухма çи-пуç та хатĕрлерĕмĕр. Çитĕнсе пынă май малтанхи ушкăнран икĕ хĕр Шупашкарти музыка училищине вĕренме кайрĕç. Вĕсенчен пĕри - Александра Басманцева - яла таврăнчĕ. Эпĕ çакăншăн питĕ хĕпĕртерĕм. Ара, шăпăрлансене шанчăклă алла паратăп-çке. Клуб çумĕнче районти ÿнер шкулĕн уйрăмне уçма та май килчĕ. Çапла вара Александра Викторовна ĕçе тытăнчĕ. Халĕ эпир пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлетпĕр. Вырăнти юрра-кĕвве пĕрле пухатпăр. Ăна илемлетсе куракан умне кăларатпăр. Ку енĕпе Александра «Йăлтăм» ушкăна та пулăшать», - малалла тăсăлать калаçу. Сăмах май, Надежда Агеевна 30 çул ытла культура тытăмĕнче ĕçлет. Вăл - вырăнти культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи. Унсăр пуçне «Йăлтăм» тата «Шăнкăрма» ушкăнсене йĕркелекен те.

Вăл палăртнă тăрăх - «Шăнкăрма» район, республика шайĕнчи конкурс-фестивальсене çеç мар, Раççейре иртекеннисене те хутшăнать. Сăмахран, виçĕ çул каярах Кĕлĕмкассисем Краснодарта йĕркеленĕ конкурсран çĕнтерÿпе таврăннă. Асăннă ушкăн республикăри «Пĕчĕк çеç путене» фестивальте темиçе хутчен те лауреат ятне тивĕçнĕ.

«Йăлтăм» пирки те сăмах хускатрăмăр. Унта 14 çын çÿрет. Ытларахăшĕ - хĕрарăмсем. Сцена ĕçне арçынна явăçтарма çăмăл мар. Тепĕр чухне çамрăксене те. Юрать-ха, концертсене хутшăннă май икĕ ушкăн пĕрлешсе куракана савăнтарать. Ташăсене хĕрсемпе каччăсем хутшăнаççĕ.

Мария Спиридонова ялти çĕвĕç икĕ ушкăна та тумлантарнă. Хушпу-тухьяна вара Пучинкери ăстасенчен туянаççĕ. Ку тĕлĕшпе вĕсене çитекенни çук.

Таврари ялсене концертпа çÿреме автобус çукки чăрмав кÿрет. Тепĕр чух кашнийĕ хăй машинипе çула тухать. Культурăра шалу çителĕклĕ ĕçлесе илме май çуккине пурте пĕлеççĕ. Кунта йăла-йĕркене чунпа парăннисем, юрра-ташша кăмăллакансем çеç çÿреççĕ. «30 çул сцена çинче юрласа ташлатăп пулсан та халăхран уйрăлас килмест. Çынпа пĕрле пулас килет. Юрăсăр пурăнаймастăп эпĕ», - кăмăллăн калаçать илемлĕх ертÿçи.

Манăçа кăларас мар тесе йăла-йĕркене те куракан умне кăлараççĕ «Йăлтăмсем». Кăçал, сăмахран, вĕсем çĕнĕ хăта йĕркипе паллаштарнă. «Чăн пурнăçра йăла-йĕрке упранса юлнă-ши сирĕн тăрăхра?» - ыйтрăм эпĕ.

Çамрăк мăшăра ялта çырăнтарнă чухне туй хăвачĕ вăйлăрах пулнине аса илчĕ вăл. Халĕ ку уява район центрĕсенче ирттереççĕ. Çавăнпа йăла-йĕрке хавшасах пырать. Туйсене чăвашла ирттерекенсем сайра пулсан та тĕл пулаççĕ-ха. Тухья-хушпу тă-хăнса хĕр илме каяççĕ, çĕнĕ хăта йĕркине те ирттереççĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.