Юрăра халăх шухăшĕ

Чăвашсем — Раççейре пысăк йышлă халăхсенчен пĕри. Вĕсем çут çанталăк панă пултарулăхпа, кĕвĕ-çемме юратнипе уйрăлса тăнине чылай ăсчахпа çулçÿревçĕ палăртнă. Юрă чăвашпа юнашарах пулнă: йăлара та, ĕçре те, уявра та. Музыка искусстви халăхăн ăсне, кăмăлне, шухăшне палăртнă.

Чăваш кĕнеке издательстви «Чувашская музыкальная литература. Часть 1. «Традиционная музыкальная литература» вĕренÿ хатĕрĕ пичетлесе кăларнă. Авторĕ — Л.И.Бушуева. Ачасен музыка тата искусство шкулĕсем валли хатĕрленĕ пособире халăхăн музыка культурин хăйевĕрлĕхне уçса паракан самантсене çутатнă. Автор çавăн пекех халăх юррисене жанрсем — çурхи вăйă, хăна, туй тата ытти те — тăрăх пайласа тухнă.

Кĕнекере чăваш халăх музыка инструменчĕсемпе те — хăма купăспа, сăрнайпа, кавалпа, ыттипе — паллашма май пур. Кунта çавăн пекех халăх юррисен ăстисем, инструментпа калакан маçтăрсем /Эмине, Чăваш Хвети, Якур, Гаврил Федоров, Ираида Вдовина/ çинчен те çырса кăтартнă. Кăларăмра аудиодиск та пур, унта кĕнекере хускатнă темăсемпе çыхăннă юрăсемпе кĕвĕсене вырнаçтарнă.

Ольга ФЕДОРОВА,

Чăваш кĕнеке издательствин ертсе пыракан редакторĕ.

 

Ольга ФЕДОРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.