Ырăлăх хăй патнех туртать

23 Çĕртме, 2016

«Пирĕнтен кашниех пĕр çынна та пулин ырă тусан çĕр çинче пурте телейлĕ пулĕç», — тенĕ Юрий Никулин паллă актер. Элĕк районĕнчи Юнтапа шкулĕн-че вĕренекен Анжелика Федотова çак сăмахсене тĕпе хурса пурăннăнах туйăнать. Таврари кашни çынна ырă сунать, пулăшу ыйтакансене алă тăсать-çке вăл. Класс ертÿçи Вера Петровна Нестерова та ăна ырласа: «Манăн пĕрремĕш пулăшуçă», — тет ăшшăн.

Класра пĕр-пĕр уяв ирттермелле чухне Анжелика пĕтĕм яваплăха хăйĕн çине илет. Пĕрле вĕренекенсен çуралнă кунĕ тĕлне парне хатĕрлеме те юратать вăл — çынна ырă кĕтменлĕхпе савăнтарсан хăйне çунат хушнăнах туять.

Анжелика аван вĕренет, ыттисене те пĕлмен темăна ăнлантарма хатĕр. Маттур хĕрачана Шкул советĕнче информаци министрĕ пулма шаннă.

— Уявсенче хаçат кăларатпăр, сăвăсемпе калавсем те çырса хатĕрлетпĕр, вĕрентекенсене саламлатпăр, е тата вĕрентекенсем хушшинче анкетăсем туса ирттеретпĕр. Тĕслĕхрен, вĕсем хăйсен малтанхи урокĕсене аса илеççĕ... Ачасене ÿкерчĕксем туса та пулăшатăп, — паллаштарать ĕçĕ-хĕлĕпе пултаруллăскер.

Анжелика вĕренÿре хастар. Темиçе предметпа та олимпиадăна хутшăннă. Кăçал вăл районта географипе виççĕмĕш, математикăпа тата вырăс чĕлхипе иккĕмĕш вырăна тухнă. Çителĕклĕ балл пухнăран математикăпа республика шайĕнчи олимпиадăна та хутшăннă.

— Кашни предметпах интересленме тăрăшатăп. Тавра курăма анлăлатни малашне пысăк усă кÿрĕ, — тет вăл.

Анжелика «Илемпи» кружока çÿрет. Унта уяв сценарийĕсем хатĕрленĕ çĕре кăмăлтан хутшăнать. «Тайма пуç сана, салтак амăшĕ» спектакльте салтак амăшĕн рольне вылянă вăл. Кăçал Ю.Скворцовăн «Ултăк» калавĕ тăрăх Вера Петровнăпа инсценировка хатĕр-ленĕ. Саккăрмĕш класра вĕренекенсем çак инсценировкăпа СССР халăх артисчĕ Вера Кузьмина ячĕпе иртнĕ республика конкурсĕнче «Поэтика театрĕ» номинацире виççĕмĕш вырăн йышăннă.

— Çак кружока çÿренĕрен артист пулас ĕмĕт çуралчĕ. Çапах та чи пĕлтерĕшли халĕ маншăн — шкултан лайăх вĕренсе тухасси. Унтан вара килĕшнĕ ĕçе алла илсе çынсене усă кÿресчĕ, савăнтарасчĕ, — шухăшне уçать мал ĕмĕтлĕскер.

Анжелика — çав тери ырă чунлă та ăшă кăмăллă хĕрача. Çынра та вăл тĕрĕслĕхе, ырăлăха ытларах хаклать. Пирĕн хушăра усал чунлисем çав-çавах пурришĕн питĕ пăшăрханать. Çавăнпах, тен, хăйĕн ырă кăмăллăхĕпе таврари çынсен чунĕсене те çемçетесшĕн, йăвашлатасшăн пуль вăл. «Хальхи пурнăçра хытă чунлă пулмалла», — тенине час-часах илтетпĕр пулин те çак сăмахсене тĕпе хурса пурăнас марччĕ. Анжелика та ĕненет, тĕнче усалах мар-ха. Çынна пулăшма ăнтăлакансем те пĕтмен пирĕн хушăра. Йăлтах хамăртан килет-çке. Эпир хамăра мĕнле кăтартатпăр, çынсем те, хăйсем сисмесĕрех, пирĕнпе çавнашкал пулаççĕ. Пурте мар, анчах чылайăшĕ. Çĕр çинче кашни çыннăн шухăшлавĕ тĕрлĕрен, çапах та ырăлăх пурне те хăй патне туртать.

— Çак класпа ĕçлеме питĕ çăмăл. Ачасем пĕр-пĕринпе туслă пулни пĕрлехи ĕçре те сисĕнет. Класри хутшăнусем аван пулнинче Анжеликăн тÿпи пысăк пек туйăнать. Мĕншĕн тесен вăл кашни уявра тантăшĕсене мĕнпе те пулин савăнтарма тăрăшать, çапла класри пĕрлĕхе вăйлатать, — тет Анжеликăн класс ертÿçи Вера Петровна.

Халĕ маттур хĕрача çуллахи хаваслă кану кунĕсене усăллă ирттересчĕ тесе тăрăшать. Кăçал саккăрмĕш класран вĕренсе тухнăскер мĕн ăса хывнине манасран тетрачĕсене тăтăшах уçкаласа пăхать. Çитес çул экзамен тытмалла пулĕ, çав яваплă тĕрĕслеве Анжелика халех хатĕрленме пуçланă.

Лариса ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.