Ырă ĕç чылай пурнăçланчĕ

13 Раштав, 2016

Раççейри Кино çулталăкне пĕтĕмлетмелли вăхăт çывхарса пырать. Кино çулталăкĕнче Чăваш Республикинче тĕрлĕ мероприяти иртнĕ, проектсем пурнăçа кĕнĕ. Кинофестивальсемпе киносеминарсем, акцисем, театр тата кино актерĕсемпе тĕлпулусем йĕркеленĕ.

Çу уйăхĕнче Шупашкарта сахал йышлă халăхсен кинематографне халалланă Пĕтĕм тĕнчери тăххăрмĕш кинофестиваль те çÿллĕ шайра пулнă. «Чăваш Енре лайăх фильмсем ÿкерме майсем пур», — тенĕ Раççей халăх артисчĕ Александр Пятков. Раççей культура министрĕ Владимир Мединский Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева республика Пĕтĕм Раççейри «Кино каçĕ» акцие хастар хутшăннăшăн, çак мероприятие çÿллĕ шайра йĕркеленĕшĕн тав туни те — пысăк хаклав.

Чăваш Енри хуласемпе районсенче çĕнĕ кинозалсем уçни те пĕлтерĕшлĕ. Çакă канмалли кунсенче, уявсенче юлташсемпе е çемьепе, ушкăнпа е класпа кинона çÿрессине йăлана кĕртме пулăшать. Улатăр, Канаш тата Çĕмĕрле хулисенче пурăнакансем çĕнĕ техникăпа пуянлатнă кинозалсенче Раççейре тата ют çĕршывсенче кăларнă çĕнĕ фильмсемпе паллашнă. Раштав уйăхĕн иккĕмĕш çурринче Çĕрпÿ тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенче, 2017 çулăн пĕрремĕш кварталĕнче Вăрнар районĕнче кинозалсем уçма палăртнă. Çакăн пек çитĕнÿсене пысăк опытлă, ăста специалистсемсĕр тума çук. Вĕсем хăйсен професси ăсталăхне Ĕç çыннин çулталăкĕнче туллин уçса панă.

Пирĕн республика ĕçчен çынсемпе палăрать. «Ĕçчен çын ĕмĕр мухтавлă», — тенĕ ваттисем. Çак сăмахсем хăйсен пĕлтерĕшне паянхи экономика условийĕсенче те çухатман. Чăваш Енри предприятисемпе организацисенче çĕнĕ ĕç меслечĕсемпе усă кураççĕ, хальхи йышши технологисене ăса хываççĕ, ĕç тухăçлăхне ÿстереççĕ. Анчах çĕнĕ технологисем пулсан ăста та ĕçчен çынсемсĕр лайăх кăтартусем тума çук. 2016 çулта Чăваш Енре бизнеса аталантарас, тĕрлĕ сферăра çĕнĕлĕхсем кĕртес енĕпе нумай вăй хунă. Кино тата Ĕç çыннин çулталăкне паян, раштавăн 13-мĕшĕнче, 14 сехетре «Шупашкар-Арена» Пăр керменте пĕтĕмлетĕç. Унта Раççейри Экологи тата Чăваш Енри Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçĕç. Мероприятие влаç органĕсен ĕçченĕсем, Чăваш Енри хуласемпе районсен ертÿçисем, ĕç династийĕсем, предприятисемпе организацисен, общество организацийĕсен хастарĕсем, ветерансем хутшăнĕç. Республикăри сумлă пултарулăх ушкăнĕсемпе паллă артистсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарĕç. Мероприятие Раççейри кино тата эстрада артисчĕсем хутшăнни куракансемшĕн ырă кĕтменлĕх пулĕ.

А.ГРОМОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.