Ял пурнăçĕн аталанăвĕ сирĕнтен килет
Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăвашпотребкооперацийĕ 125 çул тултарнине анлă паллă турĕç. Уява ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов хутшăнчĕç.
Хăнасене театр илемлĕ юрă-кĕвĕпе, ăшă кулăпа кĕтсе илчĕ. Фойере республикăри общество апатланăвĕн, производство предприятийĕсен куравне йĕркеленĕ. Мĕн кăна çук-тăр кунта: çăкăр-булка, кăлпасси изделийĕсем, пылак çимĕç. Сăмахран, уява килнисем Йĕпреç райповĕн юмах тĕнчине аса илтерекен торчĕсене тĕлĕнсе сăнарĕç. «Кун пеккине çиме те шел», — пĕтĕмлетрĕç çынсем. Етĕрне райповĕн стенчĕ яланхилле аш-пăшпа пуян. Ассортимента çултан-çул çĕнетсе пыраççĕ ĕçченсем. Пурнăçпа тан пыма тăрăшни, тавар туянакансен кăмăлне шута илсе продукци хатĕрлени тÿрех курăнать. Комсомольски райповĕ юлашки вăхăтра çĕнĕ цех хута янă май улма-çырларан, пахча çимĕçрен сĕткен хатĕрлесе кăларма тытăннă. Халĕ çĕнĕ продукцие курава та тăратнă.
Кашни райпон стенчĕ илемлĕ, продукципе пуян. Курава чи-чи тутлине, чаплине илсе килнĕ тейĕн. Тĕрĕссипе, çакă вĕсен кулленхи ĕçне кăтартать. Туянакансене яланах тутлă та техĕмлĕ апат-çимĕçпе сăйлама тăрăшаççĕ вĕсем.
Савăнăçлă уяв пуçланас умĕн пухăннисене Чăваш Енри коопераци аталанăвĕн историйĕпе паллаштарчĕç. Фильмра предприятин малтанхи утăмĕнчен пуçласа паянхи кунчченхи ĕç-хĕлĕ, аталанăвĕ сăнланнă.
Республикăра потребительсен пĕрлешĕвне 1893 çулта Улатăр хулинче йĕркеленĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕнче кооператорсен пĕрремĕш сћездĕнче Чăваш автономи облаçĕнчи потребительсен 68 организацине пĕрлештерме йышăннă. Çапла вара Чăваш облаçĕнчи потребительсен пĕрлешĕвĕсен союзĕ /халĕ — Чăвашпотребсоюз/ йĕркеленнĕ. Паллах, унăн çул-йĕрĕ республика, çĕршыв истроийĕпе тачă çыхăннă. Экономика аталанăвĕнче потребкоопераци тÿпи пысăк. Çĕршыври лару-тăрăва кура кооператорсен ĕçĕ-хĕлĕ, тĕллевĕсем улшăнсах тăнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче ял халăхне апат-çимĕçпе тивĕçтересси тĕп вырăнта пулнă, çав шутра эвакуаципе пирĕн тăрăха çитнисене те. Вăрçă хыççăн вара кооператив суту-илĕвне çирĕплетесси, лавккасем, столовăйсем, çăкăр пĕçерекен цехсем, пахча çимĕç тирпейлекен предприятисем тăвассипе ытларах тăрăшнă. Рынок тапхăрне куçнă май республикăри потребкоопераци экономика тăнăçлăхне упрас, халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçленĕ.
Юлашки çулсенче Чăвашпотребсоюз, районсенчи потребительсен пĕрлешĕвĕсем суту-илÿ, хатĕрлев, общество апатланăвĕн ĕçĕпе, пурлăхпа техника никĕсне упрассипе, инноваци проекчĕсене хута ярассипе Раççейĕпех палăрнă. Иртнĕ çулхи кăтарту тăрăх çĕршыври Тĕп союз тытăмĕнче ĕç-хĕле пĕтĕмĕшле аталантарассипе Чăваш Енри Муркаш /1-мĕш вырăн/, Çĕрпÿ /2-мĕш/, Етĕрне /3-мĕш/ райповĕсем палăрнă. Ишлейри райпо та тухăçлă ĕçлесе пынине палăртмалла. Республикăри экономика кăтартăвĕнче вăл пĕрремĕш вырăнта. Ăна Чăвашпотребсоюзăн куçса çÿрекен ялавĕ тивĕçнĕ.
Çакна та палăртмалла: Чăвашпотребсоюз суту-илÿ çурчĕсен сентри çинче ытларах вырăнти продукци. Хальхи вăхăтра эрех-сăран 85 проценчĕ — республикăра хатĕрлени. Вăл та Чăваш Ен хыснине самай пуянлатать.
Союз ялти социаллă пурнăç ыйтăвне татса парассипе хастар. Хальхи вăхăтра республикăри пĕчĕк ялсенче 330 лавкка ĕçлет. Утмăл пин кил хуçалăхĕ кооператорсемпе тачă çыхăну тытать: сĕт, ытти чĕр тавар сутать, хатĕрлев ĕçне хутшăнать. Эмел курăкĕ, кивĕ хут пуçтарнă çĕрте пенсионерсемпе шкул ачисем те тăрăшаççĕ. Çакă вĕсене хушма тупăш илме май парать. Райпосем кил хуçалăхсене аталанма пулăшнă май выльăх апачĕпе, вăрлăхпа, чăх чĕпписемпе тивĕçтереççĕ.
Чăвашпотребсоюз çулсерен 1 млрд тенкĕ ытла продукци хатĕрлесе кăларать. 2017 çулта 11 млрд тенкĕлĕх ĕç тунă. Мĕн пур шайри бюджетсене 700 млн тенкĕ налук тÿленĕ. Пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме 200 млн тенкĕ тăкакланă. Ялсенче 140 çĕнĕ обћект хута кайнă.
Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов уява уçнă май кооператорсене саламларĕ, союз пĕлтерĕшĕ çултан-çул ÿссе пынине палăртрĕ. Вăл потребкооперацинче вăй хуракансене ĕçченлĕхшĕн, чуна парса вăй хунăшăн, пысăк кăтартусемшĕн тав турĕ.
— Потребкоопераци йăла-йĕркепе пуян. Ветерансем тăрăшнипе пулнă çакă. Пирĕн тĕллев — аслă ăрăвăн ĕçне упрасси, — терĕ Валерий Михайлович.
— Эсир Чăваш Енри чи пысăк организаци. Ял пурнăçĕн аталанăвĕ сиртен килет, — терĕ кооператорсене уявпа саламланă май ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин.
ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов республикăри потребитель кооперацийĕ вуншар çул тухăçлă ĕçлесе пынăран вăйланса аталаннине палăртрĕ.
— Чăваш Енри потребитель кооперацисен организацийĕ çĕршыври коопераци юхăмĕнче нумай çул малтисен ретĕнче. Чăваш кооператорĕсем йăла ыйтăвне тивĕçтерес сферăна сарса, ял хуçалăх продукцине туянас калăпăша ÿстерсе пыраççĕ. Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ. Çакă халăх, чи малтан ялти çынсен пурнăçне лайăхлатма пулăшать. Вырăнти кооператорсен продукцийĕ республикăра, ун тулашĕнче те аван сутăнать, — терĕ вăл.
Хуçине кура хуçалăхĕ тенĕ. Ăнăçу, тăнăçлăх кадрсенчен нумай килет. РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов Чăвашпотребсоюз кал-кал ĕçлесе пыни организацисенче кадр политикине тĕрĕс те пĕлсе тытса пынине каларĕ. Чăн та, ку тытăмра опытлă çынсемпе пĕрлех çамрăксем те самай.
Ăсталăха ÿстермешкĕн ĕçченсем тĕрлĕ конкурса хутшăнаççĕ, çĕнтерÿпе таврăнаççĕ. Коопераци тытăмĕнче чылай çул вăй хуракансем та сахал мар. Пĕрле шутласан вĕсен ĕç стажĕ 200 çултан та иртет.
Уявра чи лайăх ĕçченсене наградăсем парса чысларĕç. Ташă-юрă ăстисем вара кăмăла çĕклерĕç. \
Лариса Никитина
Комментари хушас