Ял чи малтанхи тĕллев пултăр
Латин чĕлхинчен «приоритет» сăмах нумай чĕлхене, çав шутра вырăс чĕлхине те кĕнĕ. «Prior» - пĕрремĕш. Ют çĕр-шыв сăмахĕсен словарĕнче /Н.Г.Комлев, 2006 ç./ «приоритетăн» иккĕмĕш пĕлтерĕшне «пуринчен малтан ĕç тумалли тата йышăну кăлармалли право» тенĕ. Пуçлăхсем пуху-канашлура «приоритетное направление нашей деятельности» тесе чи малтан тума палăртакан ĕçе калаççĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен вĕсем пĕрремĕш вырăна йышăнма тивĕçлĕ тĕллевсене тĕрĕсех палăртаççĕ-тĕр. Çапах та хăш-пĕрне халăх кăмăл-шухăшне шута илмесĕр мала кăлараççĕ. Раççейре пурăнакансен пĕр пайĕн пурнăçне ытларах, тепринне сахалрах лайăхлатрĕç. Куçман пурлăха алăра тытса тăракан, унпа усă курса производство йĕркеленĕ çынсем /ун пеккисем Чăваш Енре те йышлă/, вĕсен çемйисем çитмен пурнăç мĕнне пĕлмеççĕ ĕнтĕ. Çав вăхăтрах чухăн пайтах. Ĕç укçинчен тытакан налук /13 %/ пурин те пĕрешкел. Ку тĕрĕсех мар пек туйăнать. Пысăк ĕç укçи илекенрен налук ытларах тытмалла.
Раççей газĕ, нефчĕ, çĕр айĕнчи чĕр таварĕ пĕтĕм халăха усă парать. Анчах ăна кăларассине, валеçессине, сутассине йĕркеленисене çеç пуйтарать. Мĕншĕн вĕсенчен пĕрисен çеç çав териех ыр курмалла?
Чăвашстатăн 2012 çулхи кăтартăвĕпе çырлахăпăр. Пĕлтĕрхи пĕтĕмлетÿ курăнмарĕ-ха. Çак цифрăсем темиçе категорин ĕç укçи ыттинчен нумай уйрăлса тăнине кăтартаççĕ. Ял, сунар, вăрман хуçалăхĕ - 9458, пулă тытасси, ĕрчетесси - 9978, çĕр айĕнчен чĕр тавар кăларасси - 18260, электроэнергипе, газпа, шывпа тивĕçтересси - 19291, строительство - 20582, укçа-тенкĕ ĕçĕ - 31416, патшалăх управленийĕ, çар ĕçĕ тата социаллă страховани - 26938, вĕренÿ - 12859, сывлăха сыхлас ĕç - 13574 тенкĕ. Пĕлтĕр пурин те, çав шутра медицина ĕçченĕсен, учительсен, воспитательсен самаях ÿснĕ. Ял, сунар тата вăрман хуçалăхĕнче, культурăра тăрăшакансен тупăшĕ нумай сахалрах.
Пурнăçра чи кирлине /тырă, аш, сĕт, ытти продукци/ туса илекенсен, çав шутра агрономсен, зоотехниксен, ветеринарсен, выльăх пăхакансен, çĕр ĕçлекенсен, вăрман ĕçченĕсен, сунар хуçалăхĕнче тăрăшакансен, библиотекарьсен, клуб ĕçченĕсен, ытти специалистăн /пурне те пайăррăн палăртса пĕтереймĕн/ шалăвĕ республикăн вăтам кăтартăвĕнчен /вăл кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче 18793 тенкĕпе танлашнă/, çавăн пекех суд, прокуратура, полици, налук органĕсенче, федерацин ытти тытăмĕнче пилĕк авакансен, финанс органĕсенче тар юхтаракансен ĕç укçинчен мĕншĕн нумай сахалрах пулнине ăнланмастăп. Совет тапхăрĕнче çак уйрăмлăх хальхи пек пысăк пулман. Иккĕмĕшсем «приоритетлă» тĕллевсене пурнăçлаççĕ-ши?
Ял хуçалăхĕн вун-вун предприятийĕнче ĕç укçи начар тÿленĕрен çуллен ертÿçĕсем акара, вырмара трактор-комбайнпа, фермăра ĕçлеме çын тупаймаççĕ, шыраса хăшкăлаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ: «Эпир ялта тÿснĕ нушана эсир ан курăр», - тесе шкул пĕтерсенех ачине ялтан хулана ăсатать. Хула çыннишĕн ялти чылай пÿрт дача вырăнне çеç. Тăван вырăнтан хулана пурăнма куçас юхăм вăй илсех пырать. Хулана куçнисем пурте вырăсланаççĕ. Ку - халăхăмăршăн питĕ ăнăçсăр çул. Агропрома пуринчен малтан пурнăçламалли тĕллевсен списокне кĕртмесĕр яла варкăш çил вĕрсе кĕртме йывăр.
Совет саманинче те, реформăсен тапхăрĕнче те мĕн пур çăл куçран пухăнакан инвестицин пысăкрах пайне хула промышленноçне хыврĕç. Республикăра çеç мар, пĕтĕм çĕр-шывĕпех çапла. Çĕнĕ ФАП, шкул, клуб, библиотека нумай уçнипе пĕрлех хыснаран, ытти çăл куçран яла укçа çителĕксĕр уйăрнăран производство, медицина, вĕренÿ, культура çурт-йĕрĕн пысăк пайĕ юхăнчĕ. Çав вăхăтрах хула экономикине укçа чылай ытларах хыврĕç.
Анчах промышленноç çул-йĕрне тĕрлĕ программăна хывнă чух ялти çынсен пĕр пайне ĕçпе тивĕçтерес тĕллеве мĕншĕн палăртмалла мар? Хуласенчи производство предприятийĕсен филиалне мĕншĕн, сăмахран, тум-тир çĕлекен «ОВАС», «Çеçпĕл», «АККОНД», «ТУС», ытти предприяти пек районсенче уçмалла мар?
Шупашкарти директорсем хулара производствăна сарма çĕр памастăр тесе муниципалитет влаçне ÿпкелесе, çăхав çырса вăхăт ирттереççĕ. Вĕсем лаптăк ыйтма кирек ăçта кайсан та райадминистраци пуçлăхĕ чикĕре çăкăр-тăварпа, юрă-кĕвĕпе кĕтсе илет, сăра ĕçнĕ чухнех ыйтăва татса парать. Çук, пур пĕр тĕп хуланах чышăнаççĕ.
Промышленноç ыйтнипе Шупашкар районĕн çĕрне тĕп хулапа Çĕнĕ Шупашкар территорине кĕртесси 1945 çул хыççăн хăвăрт пурнăçа кĕнĕ. Нумаях пулмасть тыр-пул пухса кĕртнĕ уйсенче производствăпа социаллă пурнăç объекчĕсем тунă, хула çыннисене хваттерпе тивĕçтернĕ. Анчах Шупашкар районĕнче, ытти районта завод-фабрика ĕçе кĕртнĕ пулсан мĕнрен япăхчĕ? Çапла тунă пулсан, тен, паян ялта ĕçсĕрлĕх сахалрахчĕ.
Промцентрсене вăйлатса пыни ял çыннине тÿрремĕнех ырлăх кÿменнине çирĕплетекен тепĕр тĕслĕх. Шупашкарти трактор тăвакансен завочĕ таврашĕнчи уйра пĕлтĕр 11 предприятие çĕр уйăрса пачĕç. Çитес çулсенче кашни лаптăкра завод е пысăк цех продукци кăларма тытăнĕ, вĕсенче пин çын ытла вăй хурĕ. Хулашăн питĕ лайăх. Тен, ялсенчен те килсе ĕçе вырнаçĕç. Анчах куллен вун-вун çухрăм çул çÿресе вăя, вăхăта çухатни, çĕр-çĕр автомашина тулли хула урамĕсене пушшех хĕсни лайăх-ши? Тÿрех «икĕ мулкача тытма» мĕншĕн районсенче ĕç вырăнĕ йĕркелемелле мар?
Комментари хушас