Вунă çул каялла

2006 çулхи Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ ял хуçалăхĕнчи çĕршыв экономикинче реформăсем ирттернипе çыхăннă пысăк улшăнусем хыççăнхи аграри секторĕн XXI ĕмĕрти патшалăх пĕлтерĕшлĕ пĕрремĕш статистика тĕпчевĕ пулнă.

Кăтартăвĕсем ял хуçалăхĕнчи улшăнусене курăмлă çутатнă тата унăн секторне патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтермелли мерăсем йĕркелемешкĕн пулăшнă. Тĕслĕхрен, пĕтĕмлетĕвĕсене нацин приоритетлă «АПК аталанăвĕ» проекчĕн, Патшалăхăн ял хуçалăхне 2008-2012 çулсенче аталантармалли тата ял хуçалăх продукцийĕн, чĕртавар тата апат-çимĕç рынокне йĕркелемелли программин никĕсне хывнă.

Пĕтĕм Раççей ял хуçалăхĕн 2006 çулхи çыравĕнче ял хуçалăхĕн 59,2 пин организацийĕпе предприятине тишкернĕ, чĕрĕк миллиона яхăн хресчен /фермер/ хуçалăхĕ, çĕр ĕçне кÿлĕннĕ 32 пин уйрăм предприниматель, 23 миллиона яхăн харпăр хăй хуçалăхĕ тата граждансен уйрăм хуçалăхĕ, коммерциллĕ мар 80 пин ытла пĕрлĕхĕ /сад ăстисен, пахчаçăсен, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен, дачăсен/ пуррине палăртнă. Унăн кăтартăвĕсем тăрăх Раççейре сухалакан çĕрсен чĕрĕк пайĕпе усă курманнине, граждансен 1,5 миллион харпăр хăй хуçалăхĕнчи çĕр лаптăкĕсене юхăнтарса янине уçăмлатнă. Килти хуçалăхсенче тата граждансен коммерциллĕ мар пĕрлĕхĕсенче усă куракан çĕрсем çинчен пуçласа информаци пухнă. 2006 çулхи çырав çĕршыври кашни хутлăхра мĕнле культура акса çитĕнтернине, выльăх тата кайăк усранине вĕсен тĕсĕсем тăрăх палăртма май панă. Чăваш Республикинче çырава ял хуçалăхĕнчи 1 пин организаци, 2 пин ытла хресчен /фермер/ хуçалăхĕ тата уйрăм предприниматель, граждансен коммерциллĕ мар 733 пĕрлĕхĕ, 270 пин ытла хушма тата уйрăм хуçалăх хутшăннă.

Вăл вăхăтра хуçалăхсен мĕнпур категорийĕн пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ 1 миллион гектар ытла шутланнă, вĕсен 82 проценчĕ — ял хуçалăх организацийĕсен. Официаллă йĕркепе çирĕплетнисен хушшинче çĕр ĕçĕпе çыхăнманнисене те тупса палăртнă. Тĕслĕхрен, 2 пин фермер хуçалăхĕнчен тата уйрăм предпринимательсенчен 1,5 пинĕшĕ е 74,9 проценчĕ кăна ял хуçалăх производствинче тăрăшнă. Ял хуçалăх организацийĕсен кăтартăвĕсем тата пĕчĕкрех — 73,8 процент.

Граждансен коммерциллĕ мар пĕрлĕхĕсенче асăннă кăтарту 98,1 процент шутланать, çав шутра сад пĕрлешĕвĕсенче — 98,7, пахчаçăсен — 92, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен — 40 процент.

Халĕ çĕршывра ял хуçалăхĕн иккĕмĕш çыравĕ пырать. Тĕнчере аграри секторне 10 çулта пĕрре тишкереççĕ. Специалистсен шухăшĕпе — çак тапхăрта ял хуçалăхĕнче тытăм улшăнăвĕ чылай пулать, вĕсене туллин хакламалли мел — çырав кăна. Хальхи çыравăн малтанласа палăртнă пĕтĕмлетĕвĕсене çитес çулхи тăваттăмĕш кварталта тăваççĕ, тĕплĕн хатĕрленисене — 2018 çулхи тăваттăмĕш кварталта.

Валентина СМИРНОВА

Валентина СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.