Вулавçа халалласа - кĕнеке уявĕ

25 Пуш, 2017

Республикăра çулталăкри чи вуланакан кĕнекесене палăртасси йăлана кĕчĕ. Çавна май Канаш районĕнчи Çĕнĕ Чалкасси ял вулавăшĕнче Ольга Терентьевăна халалласа "Пурнăç çулĕпе — кĕнекепе пĕрле" бенефис иртрĕ. 30 çул ытла такăрлать вăл библиотека сукмакне. Ольга Васильевна çулленех — чи нумай вулакансен йышăнче. 2016 çулта 83 кĕнеке илнĕ, 100 ытла журнал тишкернĕ вăл. Унсăр пуçне библиотека çырăнса илекен хаçатсен пĕр страницине те вуламасăр хăвармасть хĕрарăм.

"Анне мана бухгалтера е экономиста вĕрентесшĕнччĕ. Çавăнпах вăл хистенипе Улатăрти техникума вĕренме кайрăм. Анчах экзамен тытмасăрах, аннене каламасăрах Çĕрпÿ хулине вĕçтертĕм, библиотекарь профессине алла илес терĕм. Çакă манăн чун туртăмĕ пулнă. Эпĕ ачаранах кĕнеке вулама юратнă. Ку ырă йăла атте-аннерен куçнă ĕнтĕ. Вĕсем те пĕрмай вулатчĕç. Атте ĕçе пуçтарăннă май сумкине апат-çимĕçрен малтан кĕнеке чикетчĕ. Ăна манса хăварасран питĕ хăратчĕ. Хамăр республикăра тухса тăракан чылай хаçат-журнала çырăнса илнĕ пирĕн çемье", — каласа кăтартать Ольга Васильевна.

Чакаç ял вулавăшĕнче тăватă çул ĕçленĕ вăл. Тăрăшуллă та пултаруллăскерне партие илнĕ, комсомол секретарьне суйланă. Комсомол райкомĕн пай ертÿçинче, партком секретарĕнче ĕçленĕ. Çапах чунĕ библиотекăнах туртнă ăна. 1996 çултанпа тивĕçлĕ канăва тухичченех Çĕнĕ Чалкассинчи вулавăш ертÿçинче вăй хунă Ольга Васильевна.

Вулавçă бенефисчĕ тĕлне "Манăн çывăх туссем — кĕнекесем" курав йĕркелерĕмĕр. Çакăнти кашни хайлавпа пайăррăн паллаштарма пултарать Ольга Терентьева.

"Леонид Агаковăн "Партизан Мурат" повеçне килте вуласа тухаймарăм. Кăсăклă кĕнеке серепинчен вара хăтăлма çук. Манăн Муратăн пурнăç çулне йĕрлес килчĕ. Çавăнпах кĕнекене шкула чиксе кайрăм. Урокрах вуланине вĕрентекен сисрĕ, анчах ятлаçмарĕ. "Питĕ лайăх кĕнеке. Класри ачасене пурне те вулама сĕнетĕп, çапах урокра вĕренÿ пирки шухăшламалла", — терĕ. Юрий Скворцовăн "Уках хурăнĕ" кĕнекине çемйипех сасăпа вуларăмăр. Çывăх тăвансем ятарласах килетчĕç. "Мансăр пĕр страница та ан вулăр", — хытарсах калатчĕ кукамай. Уках вилнине пĕлсен йĕме тытăнтăм. Итлекенсем те куççульленчĕç. Унăн шăпишĕн чылайччен кулянса çÿрерĕм", — пытармасть хĕрарăм.

Çĕнĕ Чалкасси шкулĕнче 3-мĕш тата 4-мĕш класра вĕренекенсем, ветерансен канашĕн членĕсем, культурăпа медицина ĕçченĕсем ятарласах ыйтусем хатĕрленĕ. Бенефициантка Константин Ивановăн пултарулăхне уйрăмах кăмăллать. Юратнă сăвăçăн "Нарспи" поэмине чуна витермелле вуларĕ вăл.

Татьяна НАЗАРОВА,

Çĕнĕ Чалкассинчи вулавăш ертÿçи.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.