Волонтерсем шыраççĕ

16 Утă, 2015

Август уйăхĕн 1-мĕшĕнче пирĕн республикăна Мускав тата пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл килĕ. Çавна май волонтерсем кирлĕ.

Чăваш Митрополийĕн сайтĕнче палăртнă тăрăх, хăй ирĕкĕпе тăрăшакансен ретне 16-25 çулсенчи çамрăксем тăма пултараççĕ. Çырав июль уйăхĕн 20-мĕшĕччен иртĕ. Волонтерсем августăн 1-мĕшĕнче иртекен тĕлпулура тата тĕп хулари Çветтуй Татиана соборĕнчи каçхи кĕлле хутшăнĕç. Тепĕр кунхине Çĕнĕ Шупашкарти Çветтуй Владимир кнеç ячĕпе хисепленекен чиркÿре иртекен каçхи кĕлĕре ĕçлĕç. Унсăр пуçне Кирилл Патриарх Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе тĕл пулĕ, нихăçан сÿнмен çулăм умне чечек хурĕ. Волонтерсем унпа пĕрле çÿрĕç.

Рубрика: