Виçĕ танкист
СССР Аслă Совечĕн Президиумĕн 1946 çулхи çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнчи хушăвĕпе авăн уйăхĕн иккĕмĕш вырсарни кунĕнче Танкист кунне паллă тума йышăннă. Уява Совет çарĕн бронетехника чаçĕсем фашистла Германипе Япони милитарисчĕсене çĕнтернĕ ятпа тата танк тăвакансен ĕçне хакласа çирĕплетнĕ.
Пĕрремĕш танка Хĕрлĕ Çар валли 1920 çулта Сормово рабочийĕсем ăсталанă. Ăна «Борец за свободу тов. Ленин» ят панă. Вăл — хальхи хăватлă танксен мăн аслашшĕ пулать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче БТ, Т-26, КВ тата Т-34 танксен экипажĕсем Германи çарĕсене аркатнă чухне хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă. Танк çарĕсем хальхи вăхăтра та Типçĕр çинчи çарсен тĕп вăйĕ шутланаççĕ, çĕршыв хăрушсăрлăхĕн хуралĕнче шанчăклă тăраççĕ.
Атăльялтан виçĕ танкист тухнă. Иккĕшĕ Германири Совет çарĕсен ушкăнĕнче хĕсметре тăнă. Михаил Сазонова Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне пĕтернĕ хыççăн 1975 çулхи акан 23-мĕшĕнче Совет Çар ретне илнĕ. Германири Гроссенхайн хули çывăхĕнче вырнаçнă вĕрентÿ центрне лекнĕ. Унта Т-62 танкпа çÿреме, пеме вĕреннĕ. Танк авăрлакан, наводчик çар профессийĕсене алла илсе ТО командирĕ пулса тăнă.
— Танк командирĕ Николай Семенченко казахчĕ. Пирĕн туйра кÿнтĕлен те пулчĕ. Халĕ вăл Екатеринбург хулинче пурăнать, çар хyтĕлев предприятийĕнче тăрăшать, — ăшшăн аса илчĕ Михаил Сазонов.
М.Сазонов пурнăçне çĕршыва сыхлас ĕçпе çыхăнтарнă, аслă прапорщик званипе тивĕçлĕ канăва тухнă. Çар тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн ăна тĕрлĕ наградăпа чысланă. Халĕ Шупашкарта хурал тытăмĕнче ĕçлет. Светлана мăшăрĕпе иккĕшĕ Кириллпа Ваня мăнукĕсем çĕршыв хyтĕлевçисем пулччăр тесе тăрăшать, ачаранпах вĕсене тивĕçлĕ çын пулма вĕрентет.
Виктор Волков 1975-1977 çулсенче Германи çĕрĕнчи Альтенграбов хулинче танк наводчикĕ пулса çар тивĕçне пурнăçланă. Вăл çарта лайăх кăтартусем тунăшăн яла кĕске отпуска та килсе кайнă. Шел, иртнĕ çул йывăр чире пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕ.
Станислав Прокопьев кăçал Шупашкарти механикăпа технологи техникумне пĕтернĕ хыççăн пилĕк кунтанах Раççей çар ретне тăчĕ. Çамрăк Владимир облаçĕнчи Коврово хули çывăхĕнчи Пакино салинче вырнаçнă вĕрентy центрĕнче пĕлĕвне ÿстерет. Стас ача чухнех йывăçран танк ăсталанă, вăл халĕ те килĕнче упранать. Каччăн танкист пулас ĕмĕчĕ пĕчĕкрен амаланса пынă.
Вĕрентÿ центрĕнчи 1-мĕш ротăри, 1-мĕш взводри салтаксенчен 15-шĕ — чăваш ачисем. Вĕсем Т-80 танкпа çÿреме вĕренеççĕ. Станислав — танкăн пулас водитель-механикĕ /сăнÿкерчĕкре/. «Полигонта танкпа чупма машинăран та çăмăлрах», — тесе пĕлтернĕ вăл килтисене. Кунтан вĕренсе тухнă хыççăн танк çарĕсен кĕçĕн специалисчĕсене юпа уйăхĕн вĕçĕнче тĕрлĕ чаçе ăсатаççĕ.
Николай СМИРНОВ.
Шупашкар районĕ,
Атăльял
Комментари хушас