Вĕренÿ тытăмĕ бюрократи читлĕхĕнчен хăтăлĕ-и?

28 Юпа, 2014

Хальхи вăхăтра педагог сăнарĕ обществăн ăнлавĕнче еплерех калăпланать? Çакăн çинчен шухăша путатăн та - эпир ача-пăча пулнă вăхăт хыçа юлнине, паянхи ÿкерчĕк ун чухнехинчен пачах урăхлине куратăн. Уççăн калам: пирĕн йăхра учительсен династийĕ темиçе ăруран тăрать - танлаштарма пушшех меллĕ. Асанне каласа панисем - хăлхарах, аннен ĕç-хĕлĕ - асрах, пичче-аппан педагог каçалăкĕ - куç умĕнче. Виçĕ ăрăва çыхăнтараканни - кашниех хăйсенчен мĕн çирĕп ыйтнине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшни. Аслă шкулта пĕрле вĕреннĕ тусăмсенчен чылайăшĕ вĕрентекен профессине суйларĕ - вĕсемпе хутшăннă май улшăну тăтăшах пулса пынине сăнатăн. Ăнсăртран тĕл пулсан пĕр-пĕрин çинчен ыйткаласа пĕлнĕ самантра вара ĕç пирки чылай пĕлĕш: «Çаплипех хут варалатпăр. Çыратпăр та çыратпăр», - тесе хуравлать. Тепĕр тесен вĕсен темĕн тĕрлĕ хут ĕçне пурнăçламалли ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсенче те аван сисĕнет. Икĕ сехетрен кая мар тăсăлаканскерте вăхăтăн çуррине тĕрлĕ документ çырса-хатĕрлесе ирттеретпĕр. Хамăр шкул ачи чухне вара атте-аннене пухура хаваслă концертпа та хавхалану кÿме ĕлкĕреттĕмĕр. Асăннă мероприяти, шел те, паян çивĕч ыйтусене сÿтсе явнипе /ытларах чухне - шкул, класс фондне ашшĕ-амăшĕн кĕсйинчен пулăшу кÿмелли çинчен/ пуçра çыхăнать тĕк ĕлĕкрех уяв евĕр туйăнатчĕ.

Вĕрентекенĕн курăнман ĕçĕ нумай. Хальхи вăхăтра тата кашни вак-тĕвеке хут çинче çырса кăтартмалли чылайăшне тарăхтармаллипех тарăхтарать. Акă кăçал Чăваш Енре «Чи лайăх класс ертÿçи» ята тивĕçнĕ Гузель Хайртдиновăран интервью илнĕ чухне вăл чунне çапларах уçнăччĕ: «Мăшăрăма унăн ĕçĕ пирĕннипе танлаштарсан мĕнле лайăххи, чĕптĕм те киле килменни çинчен калатăп та мана «ĕçÿсене шкултах туса пĕтерсе кил эппин» тет. «Ун пек пулсан манăн унтах çĕр каçма тивет», - куларах хуравлатăп эпĕ».

Вĕренÿ тытăмĕ «инноваци», «модернизаци» терминсемпе куллен, кашни утăмра усă курни, эпир вĕреннĕ вăхăтра никам хушмасăр, ниçта та пайăррăн палăртмасăр тунă пуçарăвах паян «проект» янăракан сăмахпа унта та кунта палăртни çитĕнекен ăру чăннипех те пахарах пĕлÿ илнине çирĕплетет-ши? Вĕренÿ учрежденийĕн администрацийĕ тĕркем-тĕркем шурă хута вараласа темиçе тĕрлĕ инстанцие отчет хыççăн отчет çитерсе мĕн чухлĕ хаклă вăхăта сая кăна ямасть-ши? Чăннипех кирлĕлĕхĕ пысăк-ши çакнашкал бюрократилĕхĕн? Çак ыйту, паллах, мана кăна мар, нумай çынна канăçсăрлантарать. Вĕренÿ тытăмĕнче чунне парса ĕçлекенсене - пушшех. Ара, çĕр-çĕр штук хут çырнин ахрăмĕ палăрсах каймасть-çке.

Тинех çак ыйтусене патшалăх ертÿлĕхĕ умĕнче уççăн çĕклени çинчен илтрĕм те - тунмастăп: хĕпĕртерĕм. Пĕччен хулă авăнать теççĕ те - ыйтăва хальхинче анлă форум «çавра сĕтелнех» кăларни - хăюллă утăм. Юпа уйăхĕн 14-15-мĕшĕсенче Пензăра Пĕтĕм Раççей халăх фрончĕ йĕркеленипе «Пахалăхлă вĕрентÿ - çĕршывшăн» форум иртнĕ. Унта Раççей Президенчĕ Владимир Путин та хутшăннă. Асăннă мероприятие Чăваш Енрен те сумлă делегаци кайса килчĕ, форум хыççăн унăн йышĕнчи çынсем хăйсен шухăш-кăмăлне журналистсене каласа кăтартрĕç. Тÿрех калам, кашниех анлă тĕл пулуран хавхаланса, ырă улшăнусем пирки пысăк шанăçпа таврăннă. Форума никам та хатĕр докладпа, проектпа паллаштарма кайман иккен. «Сĕнÿсем чăнахах та халăхран /тĕрлĕ шайри чиновниксенчен мар/ пулнипе, чи пĕлтерĕшлисем пленарлă канашлура çĕршывăн, ведомство ертÿлĕхĕ патне çитни - форумăн паха енĕ», - терĕ Виталий Михайлов, МАДИ республикăри филиалĕн директорĕн çумĕ.

Чăнахах та унпа килĕшмелле пек: хушăран «çÿлтен» хĕсĕнсе тухнă пуçарупа танлаштарсан халăхра тапса тухни лайăхрах та йăл илекен. Çакна шута илес тĕк форумри «çавра сĕтелсенчен» пĕри - «Вĕренÿ тытăмне бюрократилĕхрен хăтарасси» ятпа йĕркеленни - йышăннă резолюцисем паян мар тăк ыран хăйсен «çимĕçне» памаллах. Унсăрăн вĕренÿ учрежденийĕн ертÿçи ĕлĕкхиллех тĕрлĕ документ алă пусса 2-3 сехет ирттерĕ, йышри кашни педагог мĕнле шухăш-ĕмĕтпе пурăнни, мĕнле тĕллев патне ăнтăлни çинчен кăсăкланма кăмăлĕ пулсан та май тупаймĕ.

Ирина ПУШКИНА

 

Татьяна ЕФИМОВА, Вăрнар районĕнчи Калинино вăтам шкулĕн ертÿçи:

- 34 çул ĕçлетĕп вĕренÿ тытăмĕнче. Мĕн тĕрлĕ улшăну кăна пулмарĕ пуль çак хушăра! 1971 çулта пирĕн шкулта 720 вĕренекен пулнă. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче - 300 ача. Йышĕ икĕ хут пĕчĕкленнĕ те... - хут çырас ĕç икĕ хут кăна та мар ÿснĕ. Хальхи вăхăтра кашни утăма - вăл пĕлтерĕшлех те мар-и тен - кăтартма тăрăшни сисĕнет. Анчах хут çинче кăтартнипех ĕç тухăçлăхĕ пулсанччĕ! Шкулăн тĕллевĕ, кирек хăш саманара та, ачаран йĕркеллĕ çын çитĕнтересси пулма тивĕç. Этемрен çын тăваканни вара - ĕç. Ĕлĕкрех вĕренекен «иккĕ» илчĕ тĕк учитель çĕрлеччен тенĕ пек çав ачапа ларнă, анчах унăн çав ĕçĕ нимĕнле хут çинче те курăнман. Шел, хальхи вăхăтра кутăнла пулăмсем сăнакалама тивет. Пурнăçра хаклăхсене тĕрĕс курма пăрахрăмăр-ши? Кирек мĕнле педагогăн отчетлăхпа кăна чикĕленесрен сисчĕвленесчĕ.

 

Валентина МИХАЙЛОВА, Канаш районĕнчи Карăклă вăтам шкулĕн ертÿçи:

- Паллах, хут ĕçĕ хальхи вăхăтра пĕртен пĕр вĕренÿ тытăмĕнче анчах мар. Тĕрлĕ инстанцие темĕн тĕрлĕ документ çитерме тивнинче лайăх енĕ те пурах ĕнтĕ: йăлтах куç умĕнче пултăр тесе çапла ыйтаççĕ-ха та... Анчах пĕр содержаниллĕ отчетсенех темиçе çĕре уйрăммăн тăратмалли меллех мар. Çыхăну пулмалла пек ведомствăсен хушшинче. Паянхи кун кашни вĕренÿ учрежденийĕн хăйĕн сайчĕ пур, унта чылай информацие уççăн палăртаççĕ. Мĕншĕн хăш-пĕр цифрăпа факта унтан кăна илсе кăтартас мар?

 

Марианна ВАСИЛЬЕВА, Шупашкар районĕнчи Ишек вăтам шкулĕн ертÿçин вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ:

- Чăнах та, паян вĕренÿ учрежденийĕ çыру ĕçĕпе çирĕм çул каяллахипе танлаштарсан нумайрах аппаланать. Пытарма кирлĕ мар: çакă ачасемпе ирттерес вăхăта «çиет». Çапах та ĕçе хут çинче кăтартса пынин ырă енĕ те пур. Акă, калăпăр, вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕнче кашни педагог хăйĕн ĕç программине хатĕрлет. Ун тăрăх йăлтах пĕлме пулать: çулталăк тăршшĕнче унăн мĕнле-мĕнле темăпа уроксем ирттермелле, мĕнле тĕллевсене пурнăçламалла, миçе сехет пĕлÿ памалла т.ыт.те. Эппин, çакă уншăн - çул кăтартмăш пекех. Е тата аттестаци витĕр тухнă чухнехи çăмăллăха асăнам. Çулленхи отчетсене уçатăн та - вĕрентекен 5 çул мĕн ĕçлесе пурăнни йăлтах комисси куçĕ умĕнче. Хут çинче палăртнине-çырнине пуçра тытать çын - ку та аван. Шел, паллах, курăнман ĕç нумаййи вĕрентекенĕн - ачасене, ертÿлĕхĕн - вĕрентекенсене халаллас хаклă минучĕсене туртса илет.

Рубрика: