- Чăвашла верси
- Русская версия
«Ватлăхра ыр куратăп»
Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ялĕнче пурăнакан ĕçпе тыл ветеранне Кадиря Шайдулловăна 95 çулхи юбилей ячĕпе ачи-пăчи, тăванĕсем, район ертÿçисем саламланă.
Хăнасем Кадиря аппана Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвĕпе паллаштарнă, парнесемпе чысланă.
Кадиря Низаметдиновна - ăшă кăмăллă, пурнăçа юратакан, ĕçчен хĕрарăм. Ахальтен мар вăл хăйĕн çулĕнчен чылай çамрăк курăнать. «Çĕр çула çитме те нумай юлмарĕ. Ăна сирĕнпе пĕрле кĕтсе илсен аванччĕ, ун чухне те килĕр», - тенĕ вăл хăна-вĕрлене.
Çамрăк чух хастарлăхĕпе палăрса тăнă Кадиря аппа. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ытти тантăшĕпе пĕрле Улатăр тăрăхĕнче вăрман каснă. Минигали Шайдулловичпа пĕрлешсен тăван колхозра вăй хунă.
Вĕсем вăрçă вăхăтĕнче çемье çавăрнă. Фронтран суранланса яла таврăннă йĕкĕт хĕре куç хывнă. Тăхтаса тăмасăрах туй кĕрлеттернĕ çамрăксем, каярахпа кил хуçи каллех вăрçă хирне тухса кайнă. Тăван килне 1946 çулта таврăннă.
Шайдулловсем икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ÿстернĕ, пурне те пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вăрçă суранĕ хăй çинчен аса илтерсех тăнă ветерана. Кăкăрти пуля та канăç паман арçынна. Шел те, 1971 çулта вăл çĕре кĕнĕ. Инкек пĕччен килмест теççĕ. Каярахпа вĕсен пĕртен пĕр ывăлĕ те вилнĕ.
Кадиря аппа паян хĕрĕсен çемйисемпе савăнать. Телее, вĕсем пурте ялтах йăва çавăрнă. Унăн 9 мăнук тата 14 кĕçĕн мăнук. Кинемей мăнукĕн Альбертăн çемйипе керменте пурăнать. Чаплă çурта салтак арăмне Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн пĕлтĕр туса панă. «Мана çакнашкал кермен туса панăшăн çĕр-шыв ертÿçине Путина, район тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕсене тав тăватăп. Ватлăхра ыр куратăп халĕ. Кун пек пурнăçа ĕмĕтленме те пултарайман эпĕ, _ савăнса пĕлтернĕ ватă. _ Çамрăклах ĕçе кÿлĕнтĕмĕр эпир. Ачасене пăхма та вăхăт пулман, вĕсем те ĕçпех çитĕнчĕç. Халĕ пурнăç çав тери аван». Кинемей хăнасене тав тунă, телейпе вăрăм ĕмĕр суннă.
Пĕр тăванĕсенчен Кадиря аппан йăмăкĕ Бедрикемель çеç юлнă. Вăл та Шăнкăртамра пурăнать. Аппăшĕпе йăмăкĕ час-часах пĕр-пĕрин патне хăнана çÿреççĕ. Тулăх сĕтел хушшинче вара тăвансен калаçмалли тупăнатех.
Валентина ПЕТРОВА
Комментари хушас