Ватă çын савăнăçĕ

22 Кăрлач, 2020

Патăрьел районĕнчи Турханти вăтам шкулти волонтер-медиксем ертÿçи Анатолий Кольцов хĕллехи каникул вăхăтĕнче аслă ăру çыннисене кучченеçпе хăналас, вĕсене пуç таяс тĕлĕшпе акци йĕркеленĕ.

Çамрăк тухтăрсем хăйсен пуçарăвĕпе районти 15 яла çитсе 28 кинемейпе мучине парнепе савăнтарнă. Ăна туянма укçи-тенкине те тупнă хастарсем. Мĕнле майпа-ши?
«Эпир кашни кунах кивĕ хут пухатпăр. Ăна Канаша кайса леçетпĕр. Çапла майпа хамăр валли укçа-тенкĕ ĕçлесе илетпĕр. Унпа вара ачасем ватă çынсем валли пылак апат-çимĕç туянчĕç. Вăтам тата аслăрах класра вĕренекенсем амăшĕсемпе пĕрле кинемейсемпе мучисем валли чăлха та çыхрĕç. Çакна та асăнса хăварас килет: хĕллехи вăхăтра эпир хут пухатпăр, çулла-çуркунне вара — тимĕр-тăмăр», — терĕ Анатолий Кольцов ертÿçĕ.
Сывă пурнăç йĕркипе пурăнакан ватăсем — 101 çулти Ксения Елимова, 94-ри вăрçа хутшăннă Феоктист Васильев, 92-ри Лидия Гусева — хăйсен вăрăм кун-çулне тĕрĕс апатланнипе, ĕçе, пурнăçа юратнипе, сиенлĕ йăласенчен айккинче тăнипе çыхăнтараççĕ.
Çакнашкал ыр кăмăллăх акцийĕсене волонтер-медиксем çулсеренех ирттереççĕ. Иртнĕ çул вĕсем ватăсене çăм атă парнеленĕччĕ. «Ырă туни ывăнтармасть», — теççĕ халăхра. Çакнашкал парне тума пултарнăшăн ачасем хăйсем те савăнаççĕ. Ватăсем вара пушшех те. «Кучченеçсемшĕн ачасене тав тăваççĕ вĕсем. Хăшĕ-пĕри вара хăйĕн кун-çулне аса илет, çамрăк ăрăва унпа паллаштарать. Çитес вăхăтрах эпир хамăр районти Ксыл-Чишмари ваттисен çуртне кайса килесшĕн. Вĕсене те кучченеçпе савăнтарасшăн, хамăр пултарулăхпа паллаштарасшăн», — терĕ Анатолий Валентинович.
«Çынна çиччĕ усал тăвиччен пĕрре ырă ту», — тенĕ аслисем. Турханти волонтер-медиксем пĕрре мар, çиччĕ ырă тума васкаççĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Валентина МАКСИМОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.