Уя тухма хăнăхтармалла

7 Çу, 2015

Çуркуннепе ĕнесене, сурăхсене уя кăларатпăр. Уя тухма вĕсене мĕнле хатĕрлемелле-ши?

Раиса ШАРОВА. Етĕрне районĕ.

Çуркуннепе выльăха уя кăларассине тĕрĕс йĕркелемелле. Ешĕл курăк çинче выльăх хăйне лайăхрах туять, сĕт те нумайрах антарать, сывлăхĕ çирĕпленет. Выльăха пăхасси те кĕтÿ çÿреме пуçласан самаях çăмăлланать. Курăк çăра та пахалăхлă пулсан ĕне сакăр сехет хушшинче 60 кг ытларах та курăк çиме пултарать. Сайра та япăх курăк пулсан кун каçиччен ĕне 25 кг çеç çиет. Çавăнпа курăк лайăх ÿсиччен выльăха ирхине тата каçхине килте хушма апат памалла.

Шел те, нумайăшĕ выльăха кĕтĕве кăларма пачах та хатĕрлемест. Çакă тĕрĕс мар. Ĕнене кĕтĕве кăларма пĕчĕккĕн хатĕрлемелле. Ешĕл курăк хĕллехи апатран раснарах. Çуркуннепе курăк питĕ шывак. Тутлăха тытма выльăхăн нумай çиме тивет. Çавна май тăруккăн чĕрĕ апат çине куçсассăн выльăхăн вар-хырăмĕ пăсăлать, диарея пуçланать. Шывак курăк хырăмлăхри биофлорăна пăсать. Çавăнпах сĕт антарасси чакать, выльăх начарланать.

Тÿрех чĕрĕ курăк нумай çитерсен ĕне кÿпĕнет. Ку уншăн хăрушă та.

Çурхи курăкра кали нумай, натри вара сахал. Çавна май выльăх тарлать. Тăвар шайлашулăхĕ ан пăсăлтăр тесе выльăха çуламалли тăвар катăкĕ хурса памалла.

Кĕтĕве малтанхи кун кăнтăрла тĕлнелле çеç уя кăлармалла. Ирĕкре 3-4 сехетрен ытлашши çÿретмелле мар. Пĕр-пĕрне хăнăхиччен ĕнесем тĕкĕшме пултараççĕ. Кĕтĕве хăнăхтарма малтанхи кунсенче хуçисем пĕрле çÿресен вырăнлă. Сыхă пулмалла, кирлĕ чухне аяккала çавăтса каймашкăн пăяв илмелле.

Ирхине выльăха утă çитермелле. Утăра клетчатка нумай, çурхи курăкра вара клетчатка çителĕксĕр. Уйра çÿрекен вăхăта кунсерен тăсса пымалла. Ĕнесем пĕр-пĕрне хăнăхса çитсен, лăпкă çÿреме пуçласан кĕтĕве каçченех çÿретме юрать. Выльăх пăхакансен кĕтĕве тимлĕ сăнаса тăмалла, çурхи курăкпа кÿпĕнекен ĕнесем пулма пултараççĕ. Чирлĕ ĕнесене кĕтÿрен кăлармалла, пулăшу памалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.