Уй-хир хыпарĕсем (ака уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне)

27 Ака, 2017

Хуçалăхсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне 51,5 пин тонна янтăланă /106 процент\. Вăл Шăмăршă районĕнче кăна çителĕксĕртерех. Вăрлăхăн 95 проценчĕ кондицие ларнă. Ку енĕпе Патăрьел, Вăрнар, Елчĕк тăрăхĕсенче уйрăмах аван ĕçленĕ.

Хуçалăхсенче 3455 тонна вăрлăх им-çамланă. 6 479 тонна çĕр улми вăрлăхне яровизациленĕ.

Çурхи ĕçсене ирттерме 20 пин тонна минерал удобренийĕ кирлĕ пулать. Хальхи вăхăтра 53,1 процент хатĕрленĕ. Вăрнар, Çĕмĕрле районĕсенче вăл çителĕклех. Анчах Улатăр, Патăрьел, Элĕк, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Тăвай, Шăмăршă районĕсенче удобрени уйрăмах сахал.

Дизтопливо — 83,1, бензин 65,6 процент пур.

Кĕрхи культурăсене 14111 гектар çинче апатлантарнă. Вăрнар районĕнчи ĕçченсем вара кĕске вăхăтра 2143 гектар çинче минерал удобренийĕ хывма ĕлкĕрнĕ. Улатăр, Красноармейски, Муркаш, Пăрачкав, Етĕрне, Елчĕк тăрăхĕсенче те кун пек лаптăксем пĕр пинрен иртнĕ. Кĕрхисен 690 гектарне сÿреленĕ.

Нумай çул ÿсекен курăксене 4365 гектар çинче апатлантарнă, 2653-шне сÿрелесе кăп-калатнă.

Асăннă вăхăт тĕлне 999 гектар çинче çĕртме сÿреленĕ. Ку ĕçе Патăрьел, Пăрачкав, Елчĕк районĕсенче пурнăçланă.

Елчĕк районĕнче акана тухма та ĕлкĕрнĕ. «Комбайн» хуçалăхра 14 гектар çинче пĕр çул ÿсекен курăксем акнă. Сăмах май, Елчĕксем çулсеренех ака-суха ĕçĕсене кĕске вăхăтра, малтан вĕçлеме тăрăшаççĕ. Çулсерен пысăк тухăç пуçтарса илни çакăнпа та çыхăннă.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.