Ӳсер-ха...

10 Пуш, 2016

Виççĕмĕш класри Святослав Бахмисовпа пĕрремĕш класри Маша Зеленкова ÿкерме ăста.

- Çутçанталăкра мĕн пуррине йăлтах шурă хут çине куçарма кăмăллатăп. Маншăн пурте чуна çывăх: килти йытă-кушак, картишĕнчи чăх-чĕп, çĕр тăрăх чупакан хурт-кăпшанкă, шывра ишекен шапа-пулă, хитре юрласа çÿл тÿпере вĕçекен кайăк-кĕшĕк... Ахальтен ялта пурăнмастăп ĕнтĕ эпĕ. Мультфильм пăхнă чухне те ÿкеретĕп. Унсăрăн ахаль ларнăн туятăп. Ÿссен, тен, художник пулăп, - калаçать Маша хаваслансах.

Килте аслисене пулăшма юратакан Святославăн художник мар, техника енĕпе ĕçлекен пулас килет иккен.

- Ĕçрен хăрамастăп, авă, кашăк-чашăк çума, тусан шăлма та ÿркенместĕп. Пушă вăхăтра ÿкернисĕр пуçне уçăлса çÿреме юрататăп. Пĕррехинче урампа утнă чухне хам çывăхран мĕн тери чап- лă машина иртсе кайрĕ! Чаплă-ă-ă! Хураскер йăлтăртатса тăрать. Тĕлĕнсе пăхнăран-ши, юнашар пыракан çын: «Ку хаклă йышши машина. Пилĕк миллион тăрать», - терĕ. Пĕлетĕр-и, эпĕ те ÿссен çакнашкал машина, пилĕк миллионлăххине туянатăпах. Çакă манăн пысăк тĕллевсенчен пĕри. Халĕ авă, машинăсем çеç ÿкерме тытăнтăм. Ара, килĕшеççĕ-çке-ха вĕсем мана, - тет Святослав йăл кулса.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Патăрьел районĕ,

Турхан.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.