Упăте çулне ырăпа ăсатар

СЫВЛĂХ

Чăваш Республикинче пĕчĕк ача сахал вилни, çак кăтарту Европа, АПШ, Япони шайĕпе танлашни çинчен РФ сывлăх сыхлав министрĕ Вероника Скворцова Пĕтĕм Раççейри канашлура каланă.

Республикăри сывлав органĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăкра суту-илÿ центрĕсенче, халăх йышлă çÿрекен вырăнсенче “Сывлав патрулĕсем” дежурствăра тăнă. Вĕсем юн пусăмне кăна мар, ÿпке калăпăшне, вăл мĕнле ĕçленине тĕрĕсленĕ.

Шупашкарта Раççейри ача-пăча хирургĕсен симпозиумĕ иртнĕ. Хăнасем çĕршывăн 50 ытла регионĕнчен тата Беларуçран, Кăркăсстанран, Узбекистанран килсе çитнĕ. Специалистсем вĕче-ыйхă шăммисен хутлăхĕн чирĕсемпе асапланакан ачасен сиплевĕнче çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Симпозиум пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх проект-йышăну хатĕрленĕ.

Шупашкарти “Сад” микрорайон çыннисем валли Çырла тăкăрлăкĕнчи 2-мĕш çуртра çĕнĕ те хăтлă поликлиника уçăлнă. Кунта аслисемпе пĕрлех ачасем те сипленеççĕ. Больницăра васкавлă медицина пулăшăвĕн, процедура, физиосиплев, УЗИ пÿлĕмĕсем, койка-вырăнлă кăнтăрлахи стационар пур.

Раççей сывлăх сыхлав министрĕ Вероника Скворцова Чăваш Ене килсен республикăра медицина вăйлă аталаннине, хăш-пĕр кăтартупа çĕршывра малтисен йышĕнче пулнине палăртнă. Онкологи диспансерĕн ултă хутлă хими корпусне уçма хутшăннă вăл. “Регионта шыçă чирĕсене тупса палăртасси 20-23 процент лайăхланнă, малтанхи тапхăрта тупса сиплесси 53-54 процент ÿснĕ. 2018 çул тĕлнелле шыçă тĕрлĕ чирĕпе кĕрешме таргет терапине ĕçе кĕртме палăртнă. Малашне ядерлă медицина аталанăвне çул парасшăн”, — тенĕ хăна.

ВĔРЕНТŸ

Чăваш Енри 468 шкулта 130 пин ытла хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм ăс пухать. Пĕтĕмĕшле республикăра 999 вĕренÿ организацийĕ. Вĕсенче 200 пине яхăн çамрăк ăс пухать. Шкул урати урлă каçса парта хушшине кăçал пуçласа ларнисем — 14,7 пин ытла ача.

Чăваш чĕлхипе Пысăк диктант çырас акцие кăçалхипе тăваттăмĕш хутчен ирттертĕмĕр. Унта 6 пин ытла çын хутшăнчĕ. Чăвашлăх пирки калас тăк, кăçал республикăра пуçласа «Чăваш чĕлхине аталантаракан чи лайăх шкул» конкурс иртрĕ. Ăмăртура республикăри 5 шкул палăрчĕ. Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназире чăваш чĕлхи вĕрентекен Нелли Краснова пĕтĕм Раççейри тăван чĕлхе, çав шутрах — вырăс чĕлхи те, вĕрентекенĕсен мастер-класĕнчен çĕнтерÿпе таврăнчĕ.

Чăваш çĕрĕ кăçал Пĕтĕм Раççейри ял вĕрентекенĕсен III съездне йышăнчĕ. Ку мероприятие федерацин 62 регионĕнчен 505 делегат хутшăнчĕ. Хăнасен хушшинче РФ вĕренÿпе ăслăлăх министрĕ Ольга Васильева та пулчĕ. Пирĕн пата РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕ Вячеслав Никонов та пĕрре мар çитсе курчĕ. Вăл Чăваш çĕрĕ çинче пĕрремĕш класлă вĕренÿ учрежденийĕсем ĕçленине палăртрĕ.

Раççейри чи лайăх шкулсене палăртасси те ырă йăлана çаврăнчĕ. ТОП-500 йышне пĕлтĕрхи пекех кăçал та республикăри 9 шкул кĕчĕ. Раççейри ялсенчи чи лайăх шкулсен ТОП-200 йышĕнче те — Чăваш Енĕн 8 шкулĕ.

Республикăра пултаруллă вĕрентекен сахал мар. Вĕсем тĕрлĕ ăмăртура палăраççĕ. Кăçалтан Раççей, тĕнче шайĕнчи предмет олимпиадисен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене хатĕрлекен педагогсене премипе хавхалантараççĕ. Ку хисепе тивĕçнисем те сахал мар.

Педагогика ăсталăхĕн професси конкурсĕсене республикăра ирттересси те йăлара. 2016 çулта «Çулталăк воспитателĕ» — Çĕнĕ Шупашкарти 17-мĕш ача садĕнче тăрăшакан Татьяна Шавикова, «Чи класлă класс ертÿçи» — Куславккари 3-мĕш вăтам шкулта ĕçлекен Ольга Полозова, «Çулталăкри социаллă педагог» — Шăмăршăри вăтам шкулти Ирина Ревунова, «Çулталăкри педагог-психолог» Çĕнĕ Шупашкарти 1-мĕш ача сачĕн ĕçченĕ Елена Визгина пулса тăчĕç.

ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ

“Пирĕн тĕллев — вунă çулта хăмла отрасльне чĕртсе тăратасси çеç мар, Европа çĕршывĕсене экспортпа тухасси те”, — палăртнă РФ ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Джамбулат Хатуов Чăваш Ене килсен. Вăл республика тĕслĕхĕпе ытти регионта “симĕс ылтăна” çул парасшăн. Михаил Игнатьев хунавсем ыйтакансем пуррине, вĕсен кăмăлне тивĕçтернине пĕлтернĕ.

Республикăри 340 ял хуçалăх предприятийĕ Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăхĕн çыравне хутшăннă. Çырса çÿрекенсем 3,3 пин хресчен /фермер/ хуçалăхне; ялти — 237,8 пин, хулари 8,7 пин уйрăм хуçалăха; 742 коммерциллĕ мар пĕрлешĕве, вĕсен 9,7 пин çĕр лаптăкне шута илнĕ.

Сысна Африка мурне пула çурла уйăхĕнче республикăра чрезвычайлă лару-тăру пĕлтернĕ. Ун чухне Пăрачкавра, Улатăрта чир алхаснă. Çулталăк вĕçĕнче вирус каллех хăйĕн пирки аса илтернĕ. “Сăрçи” çут çанталăк заповедникĕнче ĕçлекенсем пĕле тăркачах хир сыснисем вилни çинчен çийĕнчех каламан. Михаил Игнатьев тĕрĕслев ирттерме, яваплă çынсене ĕçрен кăларас таранах мера йышăнма хушнă. Африка мурĕнчен хăтăлас тĕлĕшпе ĕç малалла пырать.

КУЛЬТУРА

«Кĕмĕл сасă» фестивале республикăри хуласемпе районсенчен кăна мар, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ йăхташăмăрсем те килнĕ. 18 çамрăк юрлас пултарулăхне кăтартнă. Гран-прие тата ЧНК Президенчĕн парнине — тухьяна — Хĕрлĕ Чутай пики Наталья Соловьева тивĕçнĕ.

Шупашкарти сахал йышлă халăхсен кинематографине халалланă Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль мероприятийĕсене 10 пин ытла çын хутшăннă. Ултă кунра 52 фильм кăтартнă, вĕсенчен 8-шне Чăваш Республикинче ÿкернĕ. Михаил Местецкин «Тряпичный союз» фильмĕ Гран-при çĕнсе илнĕ.

Республика кунне ирттермешкĕн кăçал Элĕксем тивĕçнĕ. Çав кун Йăлкăшра фельдшерпа акушер пункчĕн çĕнĕ çурчĕ уçăлнă. Салара харпăр хăй техникин «21 ĕмĕрти Кулибин» тата ачасен пултарулăхĕн «Модельсен тĕнчи» конкурс фестивальне йĕркеленĕ.

Пĕтĕм тĕнчери çыравçăсен союзĕн членĕ Станислав Отрыванов Чăваш Республикин Наци библиотекине XVIII ĕмĕрте пичетленнĕ кĕнеке парнеленĕ. Ăна вăл Архангельскра кивĕ хутсен хушшинче тупнă. Çакă — сайра тĕл пулакан кĕнеке, хаклă тупра.

Шупашкарти арçынсен Çветтуй Троица мăнастирĕпе юнашар çемье управçисене — Петĕрпе Февроние — халалланă палăк уçăлнă. Унпа темиçе уйăха яхăн Дон çинчи Ростов маçтăрĕсем ĕçленĕ, ăна бронзăран шăратса кăларнă. Çветтуйсен сăнарĕсене чун кĕртекенсем — Сергей Исаков скульпторпа Валерий Бобков художник. 6 метра яхăн палăк 3 тонна яхăн таять. Скульптурăра Петĕрпе Феврони сăнланнă, вĕсен алли çинче çемьепе тăнăçлăх символĕ — кăвакарчăн — ларать. Çветтуй кĕлеткесен пуçĕ çийĕнче хĕреслĕ пирĕшти ярăнса вĕçет.

Пĕтĕм чăвашсен “Асам” II кинофестивальне Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи тата Никама пăхăнман патшалăхсен пĕрлĕхĕн çĕршывĕсенчи кинематографистсем хутшăнма кăмăл тунă. Кăçал конкурс программине 27 ĕç кĕртнĕ. Леонид Карсаковăн “Сурăм хĕрĕ” илемлĕ фильмĕ Гран-при çĕнсе илнĕ.

Наци библиотекинче “Культура урлă — халăхсен килĕшĕвĕ патне” форум ĕçленĕ. Республикăна Раççейрен тата чикĕ леш енчен 200-е яхăн хăна килсе çитнĕ. “Çавра сĕтеле” хутшăнакансем Атăлçи халăхĕн наци костюмĕн хăйнеевĕрлĕхне тишкернĕ. Малашне пĕрле ĕçлесе уйрăм ăстасемпе предприятисене пулăшса пыма, вĕренÿ пособийĕсем хатĕрлеме, Атăлçи культурине фестивальсемпе куравсенче кăтартма палăртнă. Паллă çыравçăсемпе куçаруçăсем, критиксемпе тĕпчевçĕсем наци чĕлхипе çырнă ĕçсене куçарассипе çыхăннă ыйтусене хускатнă, тĕлпулусем йĕркеленĕ.

“Çулталăк çемйи” республика конкурсĕнче мала тухассишĕн 134 çемье вăй виçнĕ. Вĕсенчен 28-шне Шупашкара чыслава чĕнсе илнĕ. Кăçал Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекĕнчи Уткинсене çитекен пулман. Вĕсем хăйсен 3 тĕпренчĕкне пурнăç çулĕ çине кăларнă, 9 арçын ачана çемьене йышăннă.

“Раççей чăваш пики” конкурсра 31 пике юрлас-ташлас пултарулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе, тавракурăмĕпе, юнпа тата чунпа чăваш пулнипе куракансене тыткăнлама тăрăшнă. Хальхинче Тутарстанран килнĕ Ксения Романова çĕнтернĕ.

СПОРТ

Раççей спорт министерстви федераци субъекчĕсен хушшинче çулленех смотр-конкурс ирттерет, физкультурăпа спорт ĕçне епле йĕркеленине хаклать. Регионсен ĕçне тĕрлĕ енлĕн пахалаççĕ. Республика асăннă рейтингра кăçал 13-мĕш вырăн йышăннă. 2 миллион таран çын пурăнакан хуласен хушшинче — 4-мĕш. Ахальтен мар çитес çулхи спорт мероприятийĕсен календарĕ тăрăх республикăра Раççей тата тĕнче шайĕнчи 60-а яхăн мероприяти йĕркелеме палăртнă.

Кăçал та спорт мероприятийĕсем йышлă пулчĕç. «Раççей йĕлтĕр йĕрне» республикăри 26 районпа хулара пурăнакан 56 пин çын тухрĕ. Нацисен кросне 60 пин ытла хутшăнчĕç.

Ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе хĕрарăмсен хушшинче йĕркелекен Раççей уçă кубокĕ те пирĕн кураканшăн — çĕнĕлĕх мар. Вăл тĕп хуламăрта тăваттăмĕш хутчен иртрĕ. Кавир çине çĕршывăн 21 регионĕнчен тата 9 ют çĕршывран килнĕ 132 хĕр тухрĕ.

«Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕ йăтассипе йĕркелекен пĕтĕм Раççейри турнир та — хăнăхнисен йышĕнчех. Кăçалхипе 33-мĕш хутчен иртекенскерне 200 ытла спортсмен хутшăнчĕ.

Çăмăл атлетсен Раççей чемпионатне те Шупашкар пиллĕкмĕш хутчен ирттерчĕ. 1995 çултанпах йĕркелекен Пĕтĕм Раççейри ял спорт вăййисене республикăн 800 яхăн спортсменĕ хутшăнчĕ.

Спортăн тĕрлĕ тĕсĕн Раççей пĕрлештернĕ командисен йышне кăçал чăваш 100 каччипе хĕрĕ кĕнĕ. Вĕсенчен 80-шĕ тĕнче шайĕнчи ăмăртусенчен медальсемпе таврăннă.

Хастарсен йышĕнче тĕнче биатлонĕн çĕнĕ çăлтăрĕ — Татьяна Акимова, йывăр атлетика маттурĕсем — Наталья Хлесткина, Ирина Баймулкина... Олимп çăлтăрĕ Дарья Спиридонова та вĕсен йышĕнчех: Çĕнĕ Шупашкарта çуралнă спорт гимнастки çĕршыв чысне пĕрлештернĕ команда йышĕнче хÿтĕлесе хĕр тусĕсемпе пĕрле кĕмĕл медале тивĕçрĕ.

 

"Чăваш хĕрарамĕ" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.