Унăн ячĕпе урам пур

28 Чÿк, 2018

Илларион Афанасьевич Афанасьев Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Услă Пукашра çуралса ÿснĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче ЧАССР Министрсен Совечĕн Председателĕнче тăрăшнă. Ăна Пукаш тăрăхĕнче «Чăваш патши» тесе чĕннĕ.
Илларион Афанасьевич çуллахи вăхăтра «Победа» машинипе Вăта Пукаша икĕ хутчен пырса кайнине аса илеççĕ ватăсем. Сталин ячĕллĕ пĕрлештернĕ колхозра клуб, мунчала эртелĕн мастерскойне тума пулăшнă.
Илларион Афанасьевăн дневникĕ, тĕрлĕ ĕçĕ, кĕнекисем Услă Пукашра та упранаççĕ. Вăл çуралса ÿснĕ çурта пăсса тăванĕ Федор Сотнезов, куккăшне манăçа кăларас мар тесе, 60-мĕш çулсенче çĕнĕ пÿрт туса лартрĕ. Халĕ ăна ывăлĕ Геннадий çĕнетрĕ. Мăшăрĕпе Валентина Николаевнăпа вĕсем хулари хваттерне пăрахса çуралнă ялне таврăнчĕç. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ.
«Кукка ячĕпе урам пур-ха. Малашне пÿрт çине Асăну хăми вырнаçтарсан та лайăх пулĕччĕ», — теççĕ Сотнезовсем.
Ку сăн ÿкерчĕке 1951 çулта Мускавра Кремльте ÿкернĕ. Унта Илларион Афанасьевича /сăн ÿкерчĕкре сылтăмран пĕрремĕшĕ/ Ленин орденĕпе чысланă.

www.hypar.ru

Анатолий МАКСИМОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.