«Тытатпăр та – тăватпăр»

Вăрмар районĕнчи Чупайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем хăйсене «Иван Яковлев хунавĕсем» теççĕ. Аслă вĕрентекенĕмĕр халалĕсене ăша хывса пурăнаççĕ вĕсем. Кунтах çак ятпа ачасен пĕрлĕхĕ те ĕçлет.

Ырă йăла

Шкул картишĕнче ача-пăча сассипе пĕрлех ĕне макăрни те илтĕнет. Пĕлÿ çурчĕ 15 çула яхăн мăйракаллă шултра выльăх тытать. Маларах вара сысна та усранă. Халĕ кунта виçĕ чун: пушмак пăру, тин çеç пăруланă ĕне тата пĕчĕк пăру. «Пĕрремĕш хут пăруларĕ пулсан та сĕтне аван антарать, – терĕ ĕне пирки шкул директорĕ Анатолий Дмитриев. – Паллах, пĕтĕмпех суса илместпĕр, пăрăва та ÿстермелле-çке».

Вырăнти «Дружба» хуçалăх арканнă май халăха выльăх-чĕрлĕх сутма тытăннă. Сĕтсĕр юласран шикленсе шкул коллективĕ те пĕр ĕне туяннă. «Хамăрăн пулни аванрах. Ял халăхĕнчен ыйтасси мар. Вĕсене укçа-тенке вăхăтра памалла. Пирĕн вара майсем çукрах», – малалла тăсрĕ сăмаха Анатолий Кузьмич.

Вĕренекенсем кунне икĕ хутчен апатланаççĕ (30 тенке яхăн): пĕрремĕш тата тăваттăмĕш уроксем хыççăн. Ирхине яланах сĕтпе пĕçернĕ пăтă çиеççĕ. Кăнтăрлахи апат та пуян: салатран пуçласа пулă, аш-пăш таранах. Сĕт çеç мар, пахча çимĕç те хăйсем туса илеççĕ Чупайсем. 15 гектар çĕр пур. Унта çĕр улми, урпа, нумай çул ÿсекен курăк çитĕнтереççĕ. Ытлашшине сутаççĕ. «Пĕлтĕр çанталăк çумăрлă пулнăран çĕр улмине вырнаçтарма кăткăс пулчĕ, – сăмах ваклать Анатолий Кузьмич. – Ытти çул хирте машинсем черет тăратчĕç».

Сĕт юр-варĕ, пахча çимĕç хăйсен пулсан та ашшĕ-амăшĕнчен апатшăн укçа пухма тивет. Паянхи кун 30 тенкĕ хаклă мар, çитменнине икĕ хутчен апатланаççĕ. Хулари шкулсенче яшкапа çăкăр, чей 20 тенкĕ тăрать. Çамрăк организма вара витаминпа пуян апат кирлĕ.

Пахча çимĕç упрамалли хранилище те пур вĕсен. Унта 60 тонна таран вырнаçать. Хĕле валли хăяр тăварлаççĕ, купăста йÿçĕтеççĕ, салатпа варени, повидло хатĕрлеççĕ. Пахча çимĕç калчисене ятарлă теплицăра çитĕнтереççĕ. Каярахпа унта хăяр ÿстереççĕ. Шкул сачĕ те самаях пысăк. Иртнĕ çул пан улми ăнса пулнă. Çавна май тутлă çимĕçе ачасем те çисе савăннă, повидло та чылай тунă.

«Улмуççисем ватăлаççĕ, – пĕлтерчĕ директор. – Шкулпа сыв пуллашакансем çулсеренех икшер тĕп хунав лартаççĕ. Çак пулăм йăлана кĕчĕ. Иртнĕ çул вăтăр тĕп улмуççи хушăнчĕ, виçĕм çул – вăтăр улттă».

Хуçалăх тытни пулăшу кÿрет-ши? «Паллах, – пулчĕ хурав. – Пахча çимĕç, тыр-пул сутнă укçа-тенкĕпе юсав ĕçĕсене пурнăçлама май пур. Никамран та пулăшу ыйтмастпăр. Тытатпăр та – тăватпăр».

 

«Мĕн тума кирлĕ хуçалăх?»

Каникул вăхăтĕнче сĕтпе ытларах ача сачĕ усă курать. Унта та 45 ача çÿрет-çке. Садик ĕçлемен кунсенче вара ăна патшалăха параççĕ. Укçи-тенкипе мĕн те пулсан юсаççĕ е пĕр-пĕр хатĕр-хĕтĕр туянаççĕ. Иртнĕ çул апатланмăша юсаса илемлетнĕ вĕсем. Кунта патшалăх панă укçасăр пуçне хăйсенне те хушнă. Çитес вăхăтрах хывăнса-тăхăнмалли пÿлĕме йĕркене кĕртесшĕн, алăксем улăштарасшăн. Алăра нухрат пулсан шухăш-ĕмĕте пурнăçлама та ансат.

Çуркунне çывхарнă май çур аки пирки те шухăшлаççĕ Чупайсем. Тыр-пула алласа хунă, çĕр лаптăкне кĕркуннех сухаласа хăварнă. Çĕр улми вăрлăхĕ те хăйсенех: ытларах «Невский», «Рамона» сортсене килĕштереççĕ. Ăна-кăна пурнăçлама техника çителĕклĕ.

Хуçалăх ĕçĕсене вĕренекенсемпе вĕрентекенсем пĕрле пурнăçлаççĕ. Ĕне выльăх патĕнче хуралçăсемпе тирпейлÿçĕсем ĕçлеççĕ пулсан, пахча çимĕç çитĕнтернĕ çĕрте – ачасемпе учительсем. Ĕç урокĕсенче, çуллахи практика вăхăтĕнче вăхăта усăсăр ирттермеççĕ. Унсăр пуçне ĕçпе кану лагерĕнче канакансем те уй-хирте, пахчара вăй хураççĕ.

«Мĕн тума кирлĕ сана хуçалăх?» – теççĕ тепĕр чух, – калаçăвне пĕтĕмлетрĕ Анатолий Кузьмич. – Эпĕ – ĕлĕкхилле ĕçлеме вĕреннĕ çын. Хамăр тăрăшмасăр çителĕклĕ пурнăçпа пурăнаймăн. Патшалăх укçа уйăрасса кĕтсе лармалла мар, мĕн вăй çитнĕ таран талпăнмалла. Çуркунне çур акине тухатпăр, кĕркунне çĕр улми пуçтаратпăр. Пурне те хамăршăн тăватпăр».

Хуçалăх тытакан пĕлÿ çурчĕ Вăрмар тăрăхĕнче текех çук. Йăлана пăрахăçласшăн мар вĕсем. Малашне те çак йĕркепех пурăнасшăн, ĕçлесшĕн.

Валентина ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.