Тус-тçванпа савçнма аван

– "Хресчен сасси" хаçатра хамăр ял çыннисен сăнĕсене куртăм та çав тери хĕпĕртерĕм,– эпир ăçтан килнине пĕлсен калаçăва тÿрех çакăнтан пуçларĕ Шупашкар районĕнчи Атăльялта пурăнакан Лидия Фадеева.– Пирĕн тăрăхра маттур та ĕçчен чăвашсем пурăнаççĕ. Вĕсене хаçатра кăларса пархатарлă ĕç тăватăр.

Лидия Андреевнăпа ял уявĕнче тĕл пулса калаçрăмăр. Иртен-çÿрен ăна сывлăх сунмасăр иртмест, хăй те кашнин валли ăшă сăмах тупать. Вăлах хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи. Кунта 47 çул пурăнать. Ĕмĕр чуппи сисĕнмест çав. Тинтерех Канашри медицина училищинче вĕреннĕ пек туйăнать. Фельдшер пунктĕнче, республикăн 1-мĕш пульницинче медсестрара ĕнер ĕçленĕ евĕр...

– Кăçал яла пуçласа янăранпа 800 çул çтнине паллă тăватпăр, çавна май этнокультура паркĕ уçас тесе темиçе уйăх хатĕрлентĕмĕр,– тет малалла Лидия Андреевна.– Кашни йăх хăйĕн пÿртне хăпартса лартрĕ. Ман упăшка Леонид Федорович та кил вырăнне хăйне евĕр турĕ. Парк хапхинчен кĕрсенех сулахайра вăл. Пăхма савăк.

Уяв пуçаруçи тата укçан пулăшаканĕ – Сергей Сорокин. Муркаш ачи çакăнта çурт туяннă та ял-йыш чи çывăх тăван пек пулса тăнă уншăн. Ял куравне йĕркелес шухăшпа вăл Чăваш наци конгресне çитсе килнĕ, Эдуард Бахмисовпа курса калаçнă. Вара иккĕшĕ ĕçе пуçăннă. Уява йĕркелесе ертсе пыраканни шăпах Бахмисов пулчĕ.

Сăмах май, Сорокин предприниматель çине тăнипех çĕнĕ клуб туни, çул сарни çинчен каласа пачĕç. Ял халăхĕ нимене тухнă. «Атăльял пĕтĕм района хăйĕн пĕтĕçÿлĕхне, çирĕп туслăхне кăтартса пачĕ», – палăртрĕ район пуçлăхĕн çумĕ Зоя Маслова.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Анатолий Князев, авалхи йăла-йĕркепе иртнĕ уява пуçласа вĕçне çитиех сăнанăскер, савăнăçне пытармарĕ:

– Эпĕ район пуçлăхĕнче ĕçленĕ çулсенче укçа енĕпе хĕсĕкрехчĕ, çавăнпа нумай ырă шухăша пурнăçа кĕртеймерĕмĕр. Халь ирĕклĕрех. Халăх çĕкленĕвне курса хĕпĕртерĕм. Асаттесемпе асаннесен пурнăç йĕркине кăтартма пултартăмăр тăк – пурне те сăвап.

 

Вячеслав Григорьев.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

Вячеслав ГРИГОРЬЕВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.