Тупăнчĕ!

7 Çу, 2016

“Чăваш хĕрарăмĕ” хаçатăн 15 /937/-мĕш номерĕн 10-мĕш страницинче тăван чĕлхе кунне халалласа сăвă ярăмĕ пичетленнĕччĕ. Хитре чĕлхемĕре халалланă хайлавсене чăваш тумĕ тăхăннă чипер пикен сăнÿкерчĕкĕ татах та уяв сĕмĕ кĕртет.

Нумаях пулмасть редакци телефонĕ янăраса кайрĕ. Хайхи хитре те селĕм пикен сăнÿкерчĕкĕн хуçи тупăннă-мĕн. Пушшех те, пике — илемлĕх конкурсĕн çĕнтерÿçисенчен пĕри иккен. Мĕнех, маттур пике çинчен вулаканăмăрсене тепĕр хут аса илтеретпĕр. Наталья Захарова /Антонова/ 2011 çулта “Чăваш пики” конкурса хутшăннă. Наталья ыттисен хушшинче палăрма пултарнă, “Хастар пике” номинацире çĕнтернĕ.

“Чăваш хĕрарăмĕ” хаçата Пушкăрт республикинчи йăхташăмăрсем те юратса вулаççĕ — Наталья вара шăпах çав тăрăхра Стерлитамак хулинче пурăнать. Тусăмăрсем систернĕ те хĕре юратнă кăларăмра курнине. Апла пулсан тусăмăрсене хаçата тимлĕ вуланăшăн тав тумалли кăна юлать — шăпах вĕсен пулăшăвĕпе тупăнчĕ мар-и чиперкке? Унпа пĕрлех малашне Наталья хăй те пирĕн хаçатпа çыхăну тытасса шанас килет.

РЕДАКЦИ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.