- Чăвашла верси
- Русская версия
Тинĕспе, хумсемпе «калаçрĕ»...
— Сăвă пăхмасăр вĕренме питĕ юрататăп. Хам та сăвă çыратăп. Малашлăхра кĕнеке кăларма ĕмĕтленетĕп, — çапла каласа тĕлĕнтерчĕ Шупашкарти милицин генерал майорĕ В.А. Архипов ячĕллĕ кадет шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекен Кира Любимова.
Чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче чăваш литературин классикĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа «Çеçпĕле вулатпăр» флешмоб иртрĕ. Мероприятие музей ертÿçи Ирина Оленкина аслă поэтăмăра ырă сăмахсемпе асăнса уçрĕ. Вĕрентекенсем, студентсем, шкул ачисем кăмăлпа хутшăнчĕç унта. Поэтăн сăввисене чи малтан Владислав Московцев шăрантарчĕ. Пуçтарăннисен умĕнче Çеçпĕл Мишшин сăнарне ытла «чĕрĕ» калăпларĕ вăл. И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ, хулари медколледж студенчĕсем, районсенчи, хулари шкулсенчен çитнĕ вĕренекенсем поэтăмăрăн ячĕ вилĕмсĕррине тепĕр хут ĕнентерчĕç. Вĕсем вуланă кашни сăвă çамрăксен чĕрине хускатрĕ.
Маларах асăннă Кира Любимова чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Светлана Вячеславовна сĕннĕ икĕ сăвăран чи вăрăммине суйланă. Чăвашла калаçма, уйрăмах сăвă пăхмасăр вĕренме юратнине пытармарĕ. Вăл кашни кун пĕчĕкшерĕн вĕренсе ăна флешмобра чăн-чăн артист пекех вуларĕ. Чăваш тумĕ тăхăнса килнĕскер хăюллă, сасси уçă, таса.
— 1-мĕш класранах шкулти, хулари тĕрлĕ конкурса хутшăнатăп. Паян кунта аппапа килтĕм. Хама аталантаратăп, прокурор пулма ĕмĕтленетĕп. Хам çырнă сăвăсене çывăх çыннăмсене вуласа паратăп. Вĕсем мана поэтесса теççĕ, — çывăх вăхăтра сăввисене «Тантăш» хаçата ярса пама та шантарчĕ Кира.
Шупашкар районĕнчи Çĕньял шкулĕнчен çитнĕ Павел Шорков 6-мĕш класра вĕренет. Çамрăк кадет Çеçпĕл Мишшин «Чăваш чĕлхи» сăввине мăнаçлăн вуларĕ. Çак музея пĕрремĕш хут килсе курнă арçын ачана экспонатсем кăсăклантарнă, уйрăмах «чĕрĕ» Çеçпĕл /Владислав Московцев/ тĕлĕнтернĕ. Çак шкулти Кира Петрова поэтăн «Стальная вера» /«Хурçă шанчăк»/ сăввине каларĕ.
— Паян сăвă вуланă хыççăн тата ытти мероприятине хутшăнас кăмăл çуралчĕ. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Галина Витальевна поэтăн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе нумай паллаштарчĕ пулин те ун çинчен тата пĕлес килет, — терĕ Кира.
Шупашкарти 35-мĕш шкулта 7-мĕш класра ăс пухакан Равиль Степановпа калаçмасăр чăтаймарăм. «Тинĕсе» сăвва арçын ача тинĕс хĕрринче вуларĕ тейĕн. Вăл «тинĕспе, хумсемпе» калаçнă пекех пулса тухрĕ. Ăна итленĕ май, чăнах та, кĕлетке тăрăх пĕрре сивĕ, тепре ăшă хум чупрĕ. Епле артист пекех пултарать-ха вăл?
— Манăн вĕрентекенсем — чи лайăххисем! Чăваш чĕлхине, классикĕсене юратма Надежда Алексеевна хăнăхтарчĕ. Хулари 1-мĕш ача-пăча искусствăсен шкулне театр уйрăмне çÿретĕп. Манăн портфолио та темĕн хулăнăш! Пур мероприяти-конкурса çитме тăрăшатăп. Çакă мана вĕренÿре пулăшса пырать кăна, — татăклăн калаçрĕ Равиль. Малалла вулас...
Елена ЛУКИНА.
Комментари хушас