Тĕрри пулать шăрçа пек…

1 Çĕртме, 2017

Шкулти акт залĕнче ачасен ал ĕçĕсенчен курав йĕркеленĕ. Çамрăк ÿнерçĕсем темĕнле майпа та картина ăсталанă. Сăрăпа кăна мар, тĕрĕ çиппипе, вĕтĕ шăрçапа та усă курнă вĕсем.

Йăлтăртатакан картинăсем

9-мĕш класран вĕренсе тухакан Вика Кузьмина алмаз тĕррине алла илнĕ. Мĕнле япала-ши вăл? «Тĕрĕ вăл хăйне май асам, вăл тыткăна илет. Эпĕ малтанах çиппе тĕрлеттĕм. Пĕррехинче çĕнĕ мел пирки Интернетра вуласа пĕлтĕм. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Ăстасем темĕн те шухăшласа кăлараççĕ, — тет Вика Кузьмина.

Алмаз тĕррине тепĕр майлă алмаз мозаики теççĕ. Унăн вăрттăнлăхĕ — ĕç ансатлăхĕнче. Акрил алмаза ятарлă схема çине тĕссене шайлаштарса хурса пымалла кăна. Хĕресле тĕрлессипе танлаштарсан картинăна тултарма вăй та, вăхăт та сахалтарах тăкакланать. Хатĕр картина йăлтăртатать, кайран та унăн тĕсĕ çухалмасть. Хĕресле тĕрленĕ чухне кашни çĕвве пĕр тан тумалла, унсăрăн илемĕ пăсăлать Пысăк картинăсене тĕрлеме уйрăмах питĕ кăткăс. Алмаз йăлтăрчăксемпе питĕ меллĕ: тăваткалскерсем пурте пĕр виçеллĕ. Вĕсене пĕр-пĕрин çумне таччăн çыпăçтармалла кăна. Хăш тĕсе ăçта çыпăçтармаллине те ÿкерсех кăтартнă. Тĕрлеме йĕп те, çип те кирлĕ мар.

Тĕрĕ хатĕрĕсене Вика Интернет урлă е Шупашкарти лавккасенче туянать. «Çĕнĕ меле хăнăхрăм пулин те аслисем вĕрентнине, чăваш тĕррисене манмастăп», — шантарать маттурскер.

Вика хăйĕн ĕçĕсене районти куравсенче те кăтартма ĕлкĕрнĕ. Республика шайне те тухас ĕмĕт-тĕллевпе пурăнать.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.