Тĕп вырăнта - нацисен тата тĕнсен килĕшÿлĕхĕ
23 Ноября, 2013 | Хыпар | Хула | Нацисем

Регионти нацисен тата тĕнсен хушшинчи килĕшÿлĕхпе çыхăннă программăсене пурнăçа кĕртесси, хутса ăшăтмалли тапхăр пынă май коммуналлă пулăшу хакĕсем ÿснине тĕрĕслесе тăрасси - çак ыйтусем федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕн аппаратĕнче координаци канашлăвĕн республикăн ĕç тăвакан влаç, вырăнти хăй тытăмлăх тата федераци ведомствисен территорири органĕсемпе ирттернĕ пĕрлехи ларăвĕнче тĕп вырăнта пулчĕç.

«Вĕсене РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич хăй тĕрĕслесе тăрать», - терĕ федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров. Вăл нацисен тата конфессисен хушшинчи килĕшÿлĕхпе тăнăçлăх темине полномочиллĕ представитель çумĕнчи канашра кăçалхи раштав уйăхĕнче тĕплĕн сÿтсе явассине пĕлтерчĕ. «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕн тата вĕсемшĕн тÿлессин ыйтăвĕсем республикăри кашни гражданина пырса тивеççĕ. Унсăр пуçне пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕ çынсем влаç органĕсене шаннин шайĕпе те тÿрремĕнех çыхăннă», - терĕ Геннадий Семенович. Координаци канашлăвĕн пĕрлехи ларăвĕнче пĕтĕмпе ултă ыйту пăхса тухрĕç.

Пирĕн республикăра нацисен тата конфессисен хушшинчи килĕшÿлĕхпе лăпкăлăха йĕркелес енĕпе мĕнле программăсем пурнăçланни пирки ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов каласа кăтартрĕ. Паянхи кун Чăваш Енре 128 наци çынни пурăнать. 28 наци-культура пĕрлешĕвĕ ĕçлет, вĕсем 16 наци интересĕсене хÿтĕлеççĕ. Çавăн пекех 15 конфессин 307 тĕн организацийĕ регистрациленнĕ. Республикăри аслă шкулсенче 37 çĕр-шывран килнĕ 491 студент вĕренет /кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне/. Нацисемпе конфессисем пĕр-пĕринпе килĕшÿлĕхре тата çураçулăхра пурăнччăр тесе Чăваш Енре нормăпа право никĕсне йĕркеленĕ: унта саккунсем те, ЧР Правительстви йышăннă актсем те кĕреççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнче канашлу тата консультаци органĕсем - ЧР национальноçсен ĕçĕсен Канашĕ тата тĕн пĕрлешĕвĕсемпе ĕçлекен Канаш - туса хунă. Вĕсен тĕп тĕллевĕ - халăхсен тата тĕнсен хушшинчи килĕшÿлĕхе аталантарма пулăшасси, пирĕн халăхсен йăлана кĕнĕ культурине пропагандăласси. Çак Канашсен йышне наци-культура пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем, республикăри хăш-пĕр министерствăн тата федераци ведомствисен территорири органĕсен, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен, Шупашкар тата Чăваш митрополийĕн, мăсăльмансен тĕн управленийĕн представителĕсем кĕреççĕ. Республикăри районсемпе хуласен территорийĕсенчи тĕнсен тата нацисен хутшăнăвĕсен тăрăмне сăнасах тăраççĕ, хирĕç тăруллă самант сиксе тухасран асăрханаççĕ. Çакă общество тăнăçлăхĕн йывăрлăхĕсене вăхăтра тупса палăртма май парать. Тĕрлĕ наци тата тĕн çыннисен пĕр çемьери пек килĕшÿре пурăнмаллине çамрăксене те ăнлантараççĕ.

Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава çамрăк ăрăва çак енĕпе воспитани парас ыйтăва хускатрĕ. Шăпах шкулта ăс пухнă чухне ачасем хăйсемпе юнашар пурăнакан халăхсене тата вĕсен тĕнне хисеплеме хăнăхаççĕ. Митрополит «Православи культурисен никĕсĕсене» пĕлтĕр шкул ачисен 50 процентне, кăçал вара 20 процентне çеç вĕрентнине пĕлтерчĕ. «Хальхи вăхăтра регистрациленмен тĕнсем регистрациленнисенчен те нумайрах. Хăшĕсем хăйсен тĕнне шухăшласа кăлараççĕ те шкула каяççĕ е унта преподавателе вырнаçаççĕ. Хăйсем вара вăрттăн - патшалăха хирĕç - ĕçлеççĕ. Ырă мар шухăшлă çынсене шкулсене кĕртмелле мар», - терĕ Варнава.

Чăваш Енри мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ Альбир-хазрат Крганов хăш-пĕр чиновник тĕн ыйтăвĕсене ним вырăнне те хуманнине каларĕ, çакна пулах малтан муниципалитет, унтан регион шайĕнче йывăрлăх сиксе тухма пултарнине пăшăрханса палăртрĕ. Кунашкал ырă мар пулăма вăй илме памалла мар терĕ. Нацисен тата конфессисен хутшăнăвĕсене çирĕплетес ыйтăва Раççей Президенчĕ Владимир Путин та тăтăшах сÿтсе явнине аса илтерчĕ. Сăмах май, Владимир Путин 2004 çулта Шупашкарта çак темăпа йĕркеленĕ «çавра сĕтел» вăхăтĕнче пирĕн республика конфессисен тата нацисен хутшăнăвĕсен ырă тĕслĕхĕ пулнине палăртнă. Эппин, пирĕн ку енĕпе малашне те ăнланманлăхсем сиксе ан тухчăр тесе тăрăшмалла.

ЖКХ пулăшăвĕсен хакĕсем мĕнле сăлтавсене пула ÿснине тĕрĕслесе тăни пирки ЧР Конкурент политикин тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова каласа кăтартрĕ. Кăçал пĕрремĕш çур çулта тарифсем 2012 çулхи раштав уйăхĕнчи шайрах сыхланса юлнă. РФ Правительстви хаксем кăçал 6 процентран ытла мар, урăхла каласан утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 12 процентран иртмелле мар тесе йышăннă. Çапла, коммуналлă пулăшу ĕçĕсен хакĕсем иккĕмĕш çур çулта пирĕн республикăра та ÿсрĕç, çапах вĕсем федерацин Атăлçи округĕнче чи пĕчĕккисенчен пĕри. Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх - Чăваш Ен вĕри шыв хакĕпе округăн 14 субъекчĕ хушшинче аялтан 2-мĕш вырăнта, электроэнерги, сивĕ шыв тата таса мар шыва юхтарса янипе - 3-мĕш, çурта хутса ăшăтас енĕпе - 5-мĕш вырăнсенче /кăçалхи чÿк уйăхĕн11-мĕшĕ тĕлне/.

ЧР Патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Иван Никитин коммуналлă пулăшусемшĕн палăртакан хаксене тĕрĕсех шутланине уçăмлатас тĕллевпе хăйсем патне чылай çын килнине пĕлтерчĕ. Кăçал 10 уйăхра пĕтĕмпе 1370 ыйту çитнĕ, çав шутран 767 тĕслĕхре коммуналлă пулăшупа тивĕçтерес йĕркене пăсни палăрнă. Иван Георгиевич çынсен хăйсен хваттерĕсенчи çеç мар, пĕтĕм çурт тăкакĕсемшĕн те тÿлеме тивнĕрен чылайăшĕшĕн хаксем ытларах та ÿснĕ пек туйăннине каларĕ.

Ларура çавăн пекех Халăх пĕрлĕхĕн тата Çураçулăхпа килĕшÿлĕх кунĕсем мĕнле иртнине, Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ 20 çул тултарнине халалласа мĕнле мероприятисем йĕркелеме палăртнине, кăçалхи раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри граждансене йышăнмалли кун пулассине тата ăна еплерех хатĕрленнине, ытти ыйтăва сÿтсе яврĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.