Тĕнчери тăнăçлăхшăн

17 Раштав, 2016

Раççей тата Беларуç Хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕсем тахçанах туслă çыхăну тытаççĕ, пĕрлехи мероприятисем, “çавра сĕтелсем”, куравсемпе фестивальсем ирттереççĕ. Курăмлă пулăмсем умĕн: Раççейпе Беларуç пĕрлĕхĕ — 20, НППП — 25, Раççей Хĕрарăмĕсен союзĕ — 25, Беларуç Хĕрарăмĕсен союзĕ кĕçех 25 çул тултарас умĕн Мускавра раштавăн 8-мĕшĕнче хăйне евĕр Форум иртнĕ. “Хĕрарăмсем — ырă вăйсене тĕнчери тăнăçлăхшăн пĕрлештерессишĕн” мероприятие ирттерме Беларуç хĕрарăмĕсем сĕннĕ, Раççей ăна ырласа йышăннă.

Мускава пирĕнпе туслă çĕршывран хĕрарăмсен ушкăнне Союз ертӳçи, Беларуç Республикин Наци пухăвĕн Канашĕн председателĕн заместителĕ Марианна Щеткина ертсе килнĕ.

Форума пухăннисене Раççей Хĕрарăмĕсен союзĕн ертӳçи Екатерина Лахова, Беларуç енчен — Марианна Щеткина тата Союзла патшалăхăн госсекретарĕ Георгий Рапота саламланă.

Форум тухăçлă ĕçленĕ. Икĕ енчен те пĕр-пĕрин опычĕпе паллаштарнă. Каласа кăтартмалли, мăнаçланмалли чăваш хĕрарăмĕсен те сахал мар. Пирĕн республикăри пĕрлĕх уйрăмах грант мелĕпе хастарлăхпа палăрать. Палăртнине пурнăçламашкăн çĕршыв шайĕнчи Союзпа тачă çыхăнса ĕçлени пулăшать. Чăваш хĕрарăмĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки пĕрлĕх ертӳçи Ольга Зайцева каласа кăтартнă.

Форум ĕçне патшалăх, общество паллă деятелĕсем, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, сенаторсем, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çитнĕ хăнасем, Хĕрарăмсен союзĕсен хастарĕсем хутшăннă.

Пухăннисем Раççей тата Беларуç Хĕрарăмĕсен союзĕсен Дек­ларацине йышăннă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.