Тĕнче пăсăлчĕ

27 Нарăс, 2016

Нимĕн те мар, тĕнче пăсăлса пыни пĕр вĕçĕм шухăшлаттарать, канăç памасть мана. Хальхи тĕнче вăл Библири çылăхлă хуласенчен - Содомпа Гоморрăран - та иртсе кайнă. Хăрушлăхра пурăнатпăр эпир. Çыран хĕррине çитсе тăнă ĕнтĕ. Тĕнче юлашки вăхăтра вĕçленсе пынăнах туйăнать. Пурнăçра чи пĕлтерĕшли, чи хакли - пĕртен пĕр çемье. Çавăнпа та ачасене тĕрĕс-тĕкел ÿстерме тăрăшмалла, пĕтĕм юратăва вĕсене парнелемелле. Тĕпренчĕксемпе савăнмалла.

Турă пур, вăл йăлтах, лайăххине те, япăххине те, курса тăрать. Пурнăç вĕçĕнче пурин те явап тытма тивет. Çавăнпа та тĕрлĕ вĕт-шакăршăн пуç ватма кирлĕ мар. Тепри ура хуни, такăнтарни, кÿрентерни, çилленни - пĕчĕк çÿп-çап çеç. Пурнăç питĕ хаклă та кĕске, вăя ирсĕрлĕхпе усал çине тăкакламалла мар. Ытла аялти шая анса лармалла мар çыннăн. Вак-тăвекшĕн мĕншĕн вăрçăнмалла?

Темле тĕнче пулса кайрĕ, пур çĕрте те çавнашкал, хамăр чăваш писателĕсен хушшинче те сисĕнет çакă, пĕри теприн пултарулăхĕшĕн савăнмасть, мухтас вырăнне вĕчĕрхенет. Лайăххине мĕншĕн ырламалла мар-ха пирĕн? Хăпартлантăр тата малалла кайтăр çын. Йывăр хуйхăра та пĕр-пĕрне ăнланма, пулăшма тăрăшмалла. Тăшман инкеке лекнишĕн, унăн çывăх çынни вилнишĕн савăнмалла мар. Вилĕм шăл пăхмасть, кирек кам килне те пырса шаккама пултарать. Çын хуйхишĕн савăнни паян пулмасан, ыран пырса çапатех. Инкек тÿснĕ çынпа хутшăнусем япăх пулсан та: «Турăçăм, унăн хуйхă, манăн чĕрене те çемçет», - çавнашкал калама вăй çитермелле.

Усал тăвакана ырăпа тавăрма хушаççĕ. Мана ялан пĕр ытарăш аса килет. Икĕ пуян пĕр-пĕрне курайман, хайхискерсем иккĕшĕ те пасарта суту-илÿ тунă. Пĕр пуянĕ патне тавар туянма пынă. «Манăн тавар аптрамасть-ха, ав çав çыннăн манăннинчен те чаплăрах», - тĕллесе ярать хайхи тепĕр пуян патне. Лешĕ каять те каласа кăтартать. Чунĕ çемçелет теприн. Çакăн хыççăн пĕр-пĕрне курайманскерсем тĕлĕнмелле çывăх туссем пулса тăраççĕ.

Усалпа, ирсĕрлĕхпе тулса çитнĕ тĕнчере пурăнма та тăвăр. Çынсем хăйсене мĕн кирлине те пĕлмеççĕ. Малтан ытла та чухăн пурăннипе те çыхăннă ку. Хваттер пур, урăхли кирлĕ, кунашкалли тивĕçтермест. Машина та пур, çук, унпа çеç çырлахмалла мар, чаплăраххине туянмалла. Пĕри мана: «Шкапра манăн 15 костюм çакăнса тăрать», - тет. Тĕлĕнтерет, çамрăк та мар-çке, ăçта каять, мĕн тăвать вĕсемпе? Пурлăх вăл паян пур та, ыран çук. Чун-чĕре пуянлăхĕ мулран хаклă. Ытлашши кирлĕ мар, вăл иртĕнтерет. Тĕрĕс çулран пăрать.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.