«Тĕллев – суйлава уçă ирттересси»

19 Раштав, 2017

ЧР Общество палати малашне республикăри Тĕп суйлав комиссийĕпе çыхăнса ĕçлĕ. Çакăн пирки калакан Килĕшĕве паян Общество палатин тата Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕсем Алексей Судленков тата Александр Цветков алă пусрĕç.

«Çавра сĕтел» евĕрлĕ йĕркеленĕ мероприятие уçнă май Алексей Судленков 2018 çулти чи паллă пулăм — Раççей Президенчĕн суйлавĕ — çывхарса пынине палăртрĕ. «Пирĕн тĕллев — çак суйлав уçă иртессине тивĕçтересси, унта граждансем хастар хутшăнччăр тени», — пĕлтерчĕ вăл Общество палати общество хастарĕсене методика тĕлĕшĕнчен пулăшма хатĕррине çирĕплтенĕ май.

Ларура Александр Цветков çитес суйлава ирттерессин хăйне евĕрлĕхĕсем пирки каласа кăтартрĕ. Чăваш Енре юлашки суйлав кампанийĕсем пурте йĕркелÿ енчен çÿллĕ шайра иртнине пĕлтерчĕ. Мероприятие килнисем суйлавсенчи общество тĕрĕслевĕн институтне туса хурассипе çыхăннă ыйтусене те сÿтсе яврĕç. Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн кăçал раштавăн 5-мĕшĕнче алă пуснă указне — Раççейри тата регионсенчи Общество палатисене суйлав комиссийĕсенчи сăнавçăсене палăртмалли ирĕке /правăна/ парасси пирки — пурнăçа кĕртессине тишкерчĕç. Сăнавçăсем малтан та пулнă-ха, анчах вĕсем вăл е ку кандидатăн е политика партийĕн интересĕсене хÿтĕленĕ темелле, çавна май хăшĕсем, Александр Цветков калашле, «тĕрĕслевçĕсене çаврăннă, тепĕр чухне таса мар чунлисене те, хушăран чăрмантарнă та». Общество сăнавçисен институчĕн вара суйлава саккунпа килĕшÿллĕн ирттерме пулăшмалла.

Николай ПАШТАЕВ, ЧР Общество палатин членĕ:

Раççей Общество палати регионсенчи палатăсем умне пысăк тĕллев лартрĕ: суйлава ирĕклĕ экспертсем пек хутшăнмалла. Общество хастарĕсем тĕпрен илсен политика партийĕсемпе çыхăнман, вĕсен суйлав участокĕсенче пулма пултаракан хирĕçÿсене вăй илме памалла мар. Пирĕн тĕллев — ирĕклĕ экспертизăпа тивĕçтересси.

Комментари хушас