Телекомпани çĕнелсе улшăнĕ
Чăваш Ене «Пĕтĕм Раççейри телекурав тата радиохыпарлав компанийĕ» ФПУП генеральнăй директорĕн çумĕ - регион департаменчĕн ертÿçи Рифат Сабитов килнĕ. Унпа республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕл пулнă.
Рифат Сабитов каланă тăрăх - медиахолдинг цифра хыпарлавĕ çине куçнă май килес çул техникăна улăштарса çĕнетме, çав шутра регионсенче те, палăртать. Компани çак ĕçе 110 млн тенкĕне яхăн хывма шухăшлать. Юлашки хут кун евĕр улшăну 40 çул каялла, 80-мĕш çулхи Олимпиада умĕн, пулнă. Компанин мĕн пур каналĕ пĕрремĕш мультиплекса кĕнĕ. Çитес вăхăтра республика çыннисем «Чăваш Ен» ПТРК эфира кăларакан цифра пахалăхĕллĕ ĕçĕсене курма пултарĕç.
Михаил Игнатьев цифра телекуравĕн пахалăхне хальхи вăхăтра Шупашкар тата Канаш хулисенче, Тăвай ялĕнче пурăнакансем хаклама пултарнине пĕлтернĕ. Ку тăрăхсенче цифра эфирĕ 2013 çул вĕçĕнче сăнав шайĕнче ĕçлеме пуçланă. 2015 çул вĕçнелле ăна Чăваш Ен çыннисен 99 проценчĕ курма пултарĕ. «Халăха пахалăхпа тивĕçтермелле. Çынсем çĕнĕ хыпарсене пĕлесшĕн, экономикăри, политикăри лару-тăрупа, общество организацийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашасшăн, тепĕр чухне ентешĕсен çитĕнĕвĕсене курса савăнасшăн», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.
Тĕл пулура наци хыпарлавĕн ыйтăвĕсене те пăхса тухнă. Рифат Сабитов компани çак юхăма республикăра çеç мар, çĕр-шывра та сарма тăрăшнине палăртрĕ. Çулсерен компани Раççей шайĕнче наци темине халалланă фестиваль йĕркелет. Тĕслĕхрен, «Еврази сасси». Кăçал ăна Хакассире ирттерме йышăннă. Михаил Игнатьев республика проекта хутшăнма, Чăваш çĕрĕнче хăнасене кĕтсе илме хатĕррине пĕлтернĕ.
Рифат Сабитов ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен «Чăваш Ен» ПТРК директорне Екатерина Канюкăна çирĕплетессине пĕлтернĕ. Елена Ижендеева ултă çул ертсе пынă хушăра «компани лайăх енне чылай улшăннине» палăртнă. «Филиал Раççей шайĕнче хăйне кăтартма пултарчĕ. Компание хисеплеççĕ, курăмлă ĕçлет», - тенĕ «Пĕтĕм Раççейри телекурав тата радиохыпарлав компанийĕ» ФПУП генеральнăй директорĕн çумĕ - регион департаменчĕн ертÿçи.
Михаил Игнатьев компани ертÿлĕхне пĕрле хутшăнса тухăçлă ĕçленĕшĕн, регионсен ыйтăвĕсене тивĕçтернĕшĕн, информацие тĕрĕс тата хăвăрт çитерме пултарнăшăн тав тунă.
Комментари хушас