ФАП пур, тухтăр çук
Пурнăç урапи пĕр вырăнта тăмасть, шав малаллах кусать. Паян ялта та хуларинчен кая мар: асфальт çул, çут çанталăк газĕ, шыв та пÿрте пăрăхпа юхса кĕрет. Ял сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăнчĕ: суту-илÿ çурчĕсем, общество обĕекчĕсем пĕрин хыççăн тепри çĕкленеççĕ. Юлашки вăхăтра çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем те ялсене илем кÿме тытăнчĕç. Çынсене канма кăна мар, сипленме те условисем лайăхланса пыраççĕ. Акă пĕлтĕр Чăваш Енре 527 ФАП ĕçленĕ. Кăçал 16 районта вăл тепĕр 25 хушăнмалла. Виçĕ çулта кивелнĕ 75 сиплев çурчĕ вырăнне çĕннисем çĕкленмелле.