Сĕнÿ-канаш

17 Пуш, 2017

Ачасем вутпа ан выляччăр

Пĕлтĕр республикăра ача-пăча вутпа вылянăран 25 пушар тухнă, 2015 çулта — 33. Кăçал ку сăлтава пула вут-çулăм алхасман. Анчах çакă лăпланса лармаллине пĕлтермест. Кунашкал инкексем ан пулччăр тесен аслисен мĕн асра тытмалла?

10 Нарăс, 2017

Каяшран – тупăш

Кил хуçи хĕрарăмĕсенчен чылайăшĕ апат хатĕрленĕ хыççăн пахчаçимĕç юлашкине, çав шутра сухан хуппине те, çÿп-çаппа пĕрле тухса тăкать. Çапла тумашкăн сĕнмен пулăттăм.

Асăннă каяш Менделеев таблицин чылай элеменчĕпе пуян: унăн тытăмĕнче кальци, кали, марганец, магни, тимĕр, пăхăр, селен, хром, бор тата ытти пур.