семинар

24 Çурла, 2016

Хальхи пурнăçпа килĕшÿллĕн аталанаççĕ

Чăвашпотребсоюз, Чăваш Республикин Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви, Журналистсен союзĕ нумай çул туслă çыхăну тытаççĕ, пĕрлехи мероприятисем йĕркелеççĕ.

7 Утă, 2016

Курса калаçни - ăнтăлу çулĕ

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче студентсен аталану центрĕсен ертÿçисем валли I «Студентсен лидерĕсене вĕрентмелли çирĕплетмен меслетсене хатĕрлени тата пĕрлештерни» вĕрентÿ семинарĕ уçăлчĕ.

30 Çĕртме, 2016

Студентсен центрĕсене аталанма пулăшĕç

Утă уйăхĕн 1-3-мĕшĕсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче студентсен аталану центрĕсен ертÿçисем валли вĕренÿ семинарĕ иртĕ. «Студентсен лидерĕсене вĕрентмелли çирĕплетмен меслетсене хатĕрлени тата пĕрлештерни» ятлăскере аслă вĕренÿ заведенийĕ РФ Вĕренÿ министерстви тата «Раççей çамрăкĕсен союзĕ» тулли мар яваплă общество пулăшнипе йĕркеленĕ, ЧПУ студенчĕсен пĕрлешĕвĕсен ĕç-хĕлне аталантармалли программăпа килĕшÿллĕн пуçарнă.

5 Ака, 2016

Çуркуннехи тăрăшулăх кĕркунне савăнтарĕ

Пĕр хурçă ут та çураки шăпине татса пама пултарать иккен! Энерги перекетлекен К-744Р "Кировец" трактор хăй çеç 1000 гектар таран çĕре сухаласа тырă акма пултарать. 350 лаша вăйĕллĕскерĕн техника кăтартăвĕсем пур енĕпе те тивĕçтереççĕ, çав вăхăтрах урăх çĕршыврисенчен 2-3 хут йÿнĕрех. Республикăри агропромышленноç комплексĕн ĕçченĕсен Етĕрне районĕнче иртнĕ семинар-канашлăвĕнче Вăрмар районĕнчи Геннадий Ямуков фермер ăна хаваспах туянчĕ.

23 Юпа, 2015

Ĕçлеме те, упрама та пĕлмелле

Комсомольски районĕнчи "Çĕрулмине мухтав" агрофирмăра ялхуçалăх машинисене хĕллене упрама лартас ыйтупа республикăри инженерипе техника ĕçченĕсен семинар-канашлăвĕ иртнĕ.

Pages