Чăвашра ун çинчен çырман хаçат-журнал юлманах пулĕ. Телекуравпа радио та тăтăшах пĕлтерсе тăрать. Апла пулин те вулакана, кураканпа итлекене Вера Кузьмина ячĕ йăлăхтармасть.
«Çĕр чăмăрĕн пĕр чĕптĕмĕ эпир: Тымарсемпе тĕнче кăкне тытатпăр. Камсем эпир, мĕнле йăхран эпир? Ăçти тусан пирĕн ÿте хуратнă, Ăçти шыв-шур пирĕн пите шуратнă?» Çакăн пек йĕркесем пур Виталий Станьялăн «Камсем эпир» сăввинче.