МЧС России

16 Пуш, 2020

Икĕ çĕрте пушар тухнă

Кĕçĕр Чăваш Енре икĕ çĕрте пушар алхаснă. Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче 22 сехет те 30 минутра Çĕнĕ Шупашкарти 10-мĕш Пилĕкçуллăх урамĕнчи 44-мĕш çуртри икĕ пӳлĕмлĕ хваттерте çулăм тухнă. Сĕтел-пукан çунса кĕлленнĕ, çывăрмалли пӳлĕм те шар тӳснĕ. Кил хуçин 36 çулти пиччĕшĕ сĕрĕм тивнипе больницăна лекнĕ. Çавăн пекех кӳршисене те Раççей МЧСĕн пулăшăвĕ кирлĕ пулнă. Ку инкек чĕлĕм туртнă чухне асăрханманнипе сиксе тухнă пулĕ теççĕ.