Кулăшпа сатира

15 Раштав, 2016

Валерий КОШКИН. Киле эп çитрĕм пĕринче

(Халăх шÿчĕ майлă)
Киле эп çитрĕм пĕринче –
Çемçеччĕ кĕлетке –
Мĕскер-ха ку: сентре çинче
Выртать ют шĕлепке?
– Ку шĕлепке ют çыннăн пек… –
Тĕпчетĕп арăмран.
– Мĕн аташатăн: ку – чӳлмек,
Типет… тарланăран.
Киле эп çитрĕм тепринче –
Вăй çук урасенче:
Кĕпи – савнийĕн. Юнашар
Выртать ют шăлавар.
– Ку шăлавар ман мар пулас? –
Пĕлтертĕм арăма,
- Ку – çĕтĕк вĕт, мĕнех калас,
15 Раштав, 2016

Ларусен залĕнчи паллашу

- Кам эсĕ?

- Депутат.

- Намăса пĕл. Пурте ĕçлеççĕ - эсĕ ыйха сĕвелетĕн. Сана çемçе пукан çине мар, йĕплĕ-йĕплĕ çăмха çине лартмалла... Депутат çывăрсан саккун та çывăрать.

15 Раштав, 2016

Тар юхтарни куçа курăнать

Патшалăх Думин пухусем ирттермелли залне икĕ тирпейлӳçĕ лару хыççăн йĕркене кĕртме пуçланă.

- Кунта иртекен аслă канашлу пĕтĕм патшалăха тытса тăрать теççĕ. Пухăннисем вара тенкел айне унта та кунта йĕпетнĕ, - ӳпкелешнĕ пĕри.

- Вĕсен йышĕн-че те тар юхтарса ĕçлекенсем пур, - ăнлантарнă тепри.

15 Чÿк, 2016

«Капкăн» журналăн кăçалхи 11-мĕш номерĕ кун çути курчĕ

Хуплашкан 1-мĕш страницине Севиль Мусаева ÿкерчĕкĕ илем кÿрет. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш страницăсенче çивĕч материалсем вырăн тупнă: "Этем хаклăхĕ - çÿп-çап шăтăкĕнче" тата "Çĕршывăн пулас сыхлавçисене".

Галина Зотовăн "Урокри çĕнтерÿ - пурнăçри ăмăрту" калавĕ тата Александр Мокинăн " Сухал пирки саккун кирлĕ" кулăшĕ вулакан кăмăлне каясса шанатпăр.

"Йĕплĕ йĕркесем", "Пултаракансемпе култаракансем", "Ан та кала", "Пулать вĕт" тата ытти ярăмсенче сире интереслĕ материалсем кĕтеççĕ.

Çавăн пекех кунта кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.

Pages