Кăтартусем

25 Çĕртме, 2016

Чăваш хаçачĕсем - лайăххисен йышĕнче

РФ национальноçсен ĕçĕсен агентстви регионсенчи 31 чĕлхепе тухакан массăллă информаци хатĕрĕсен чи лайăх кăларăмĕсемпе информаци ресурсĕсене палăртнă.

19 Кăрлач, 2016

Чăваш Ен: çĕршыв, тĕнче куçĕпе

СЫВЛĂХ СЫХЛАВĔ, ÇĔНĔ ШКУЛСЕМ - ТĔП ЫЙТУ

Ку мероприятие ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаева, ЧР сывлăх сыхлавĕн тата вĕренÿ министрĕсем Алла Самойловăпа Владимир Иванов хутшăннă. Унта сывлăх сыхлавĕпе вĕрентĕвĕн çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.

Роспотребнадзор ертÿçи Анна Попова 2015 çулта РФ гражданĕсенчен 45 миллионне прививка тунине пĕлтернĕ. Унăн шухăшĕпе - усси курăмлă: иртнĕ çулталăк вĕçĕнче, 2016 çул пуçламăшĕнче чирлекен сахал пулнă. Анчах çакă лăпланмаллине пĕлтермест.

27 Чÿк, 2015

Ӳсĕм шута илме ыйтать

Чăвашстат кăтартăвĕ тăрăх - кăçалхи чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри мĕнпур йышши хуçалăхра пирвайхи виçепе 575,6 пин тонна тырă тĕшĕленĕ ?гектартан тухнă тухăç - 19,9 центнер%, 703,3 пин тонна çĕрулми ?206 центнер%, 116,1 пин тонна пахчаçимĕç пуçтарса илнĕ. Республикăн ял хуçалăх министрĕн çумĕ Николай Якимов асăннă тăрăх - Улатăр тата Шупашкар районĕсенче хальхи вăхăтра 797 гектар çинче хĕвел çаврăнăш тата 30 гектар çинче вăрлăхлăх куккурус вырса пĕтермен. Кун çинчен вăл кăçалхи тухăç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ канашлура каланă.

Pages