Роспотребнадзор пĕлтернĕ тăрăх Раççейре гриппа чирлекенсен йышĕ ÿссех пырать. Çав шутрах Чăваш Енре те. Чи хăрушши - чирлекенсен йышĕнче А /Н1N1/ 2009 /халăхра «сысна грипĕ» теççĕ/ ернине тупса палăртни.
Юлашки вăхăтра A/H1N1/ 2009 грипп сарăлни пирки час-часах калаçма пуçларĕç. Раççейĕн 14 регионĕнче вăй илнĕ те ĕнтĕ вăл. Ăсчахсем амак çĕршыва Хĕвелтухăç Азирен тата Украинăран талпăнса килнине çирĕплетеççĕ: вĕсенче çынсене асăннă грипран вакцинацилеменнипе эпидеми алхасать: халăхăн 6 проценчĕ чирлет, çав шутра çире пур хĕрарăмсемпе ачасен 70 проценчĕ нушаланать.
Пирĕн хутлăхра грипп çулленех кăрлач-нарăс уйăхĕсенче сарăлать.
Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн мониторингĕ тăрăх, кăçалхи кăрлачăн 11-17-мĕшĕсенче Шупашкарта кăна шăнса пăсăлнă 1815 çынна шута илнĕ. Асăннă кăтарту иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен пĕчĕкрех пулин те лару-тăру сисчĕвлентерет: çитĕннисенчен виççĕшне А/Н1N1/ 2009 ернине тупса палăртнă. Çакнашкал тĕслĕх Улатăр хулинче тата иккĕ пулнă.
Грипп вирусĕ çÿлти сывлав çулĕсене лексе çирĕпленет, йÿçеке килĕштерет. Çак йÿçеке мелисса çулçи ярса пиçĕхтернĕ шывпа сиенсĕрлетме пулать.
Сиплĕ шĕвек хатĕрлеме 1 апат кашăкĕ чĕртавара тин вĕренĕ 1,5 стакан шыва ямалла, хупăлчапа витсе шыв мунчине лартмалла, 15 минут пиçĕхтермелле. Илсен 45 минутран сăрăхтармалла. 1 стакан шĕвекпе пыра кун тăршшĕпе чÿхеме усă курмалла. Юлнине ĕçмелле.