Египет тата Греци çĕр-шывĕсене

Чăваш ĕлĕкренпех пуç çĕклемесĕр ĕçленĕ. Халĕ вара канмалли май нумай. Пĕрисем тинĕс хĕрринчи ăшă хăйăр çинче выртса хĕртĕнеççĕ, теприсем кăсăклă вырăнсене кайса кураççĕ. ЧР Культура министерствин туризм секторĕ пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Енри канакансен ытларах пайĕ Турци, Египет тата Греци çĕр-шывĕсене суйлать, хăшĕ-пĕри Испание, Болгарие, Кипра, Туниса, Чехие тата Пĕрлешÿллĕ Араб Эмирачĕсене çитсе курать. Чăваш эстрада артисчĕсем кăçал ăçта, кампа каннă-ха? Çак ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе вĕсемпе çыхăнтăм.

Subscribe to Египет тата Греци çĕр-шывĕсене