Аталану

18 Авăн, 2015

Чăрмавсене çĕнтерсе малаллах талпăнаççĕ

«Ылтăн кĕркунне» çитнĕрен пахчасем, анкартисем, хирсем пушанаççĕ. Ял çыннисем çу тăршшĕпех лăш курмасăр çитĕнтернĕ тырпула, çĕрулмине, пахчаçимĕçе юлашки гектарсем çинчен пуçтараççĕ. «Чĕпсене» шутламалли, пахаламалли, танлаштармалли, çĕнĕ тĕллевсем палăртмалли вăхăт çывхарнăçемĕн хресченсем малтанхи кăтартусене пĕтĕмлетеççĕ, мĕн-мĕн тунине тишкереççĕ. Шухăшсене пуç тавра кăшăлласа тишкермелли сăлтавсем вара кăçал та самаях.

Pages