Тăватă пинлисен клубĕнче - 18-ăн

27 Ака, 2015

Красноармейски районĕнче машинăпа ĕне сăвакан, кашнинчен çулталăкра 4 пин е ытларах та сĕт илекен операторсен клубне 2002 çулта йĕркеленĕ. Пĕлтĕрхи кăтартусемпе унта 18 оператор. «Красное Сормово», «ВОЛИТ», «Караево» предприятисемпе В.Васильева тата А.Степанов хресчен фермер хуçалăхĕсенчен вĕсем. Акă Яманакри сĕт-çу фермин операторĕсем Л.Еремеева, Т.Абрамова, А.Маркова, М.Павлова 6105-5735 килограмм сĕт сума пултарнă.

Клубăн черетлĕ ларăвĕнче хастар операторсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Шестаков, унăн çумĕ Сергей Молотков, ялхуçалăх тата экологи пайĕн тĕп эксперт-специалисчĕ Геннадий Матвеев ăшшăн саламларĕç, Дипломпа Тав çырăвĕ, хаклă парне пачĕç. Операторсем пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашрĕç.

Виктор ДАНИЛОВ

Рубрика: