Тăван çĕршыва, чĕлхене юратма вĕрентет

— Ĕçри çитĕнÿсемшĕн малтанах аннене пысăк тав калас килет — çывăх çынсем, хăть те мĕнле ĕçе те тĕплĕ тума хăнăхтарнă — çак сăмахсемпе Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназире кĕçĕн классен тата чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Нелли Анатольевна калаçăва вĕçлерĕ-ха, манăн вара вĕрентекенпе паллаштаракан статьяна шăпах вĕсенчен пуçлас килчĕ.

Паян вулакана кăçал РФ Президенчĕн грантне илме пултарнă, нумаях пулмасть пĕтĕм Раççейри тăван чĕлхе, çав шутрах — вырăс чĕлхи те, вĕрентекенĕсен мастер-класĕнчен çĕнтерÿпе таврăннă Нелли Красновăпа паллаштарасшăн.

— Нелли Анатольевна, эсир республикăра чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ пек паллă. Паян вара 2-мĕш класс ачисемпе кĕтсе илетĕр.

— Чăваш чĕлхине хăйне кăна 18 çул вĕрентрĕм. Пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнчен пуçласа кĕçĕн классемпе ĕçлетĕп. Унпа пĕрлех хамăн тата 7 классене чăвашла вулама-калаçма хăнăхтаратăп. Дипломпа та кĕçĕн классен вĕрентекенĕ эпĕ. Ĕçе вырнаçнă чухне чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем çитместчĕç. Гимнази администрацийĕ тăван чĕлхе вĕрентме сĕнчĕ. Килĕшрĕм. Пĕлтĕртен кĕçĕн классен вĕрентекенĕ çукран хамăн специальноçпа ĕçлесе пăхма май пулчĕ те — хама тĕрĕслесе пăхас килчĕ. Кашни ÿсĕмри ачасемпех ĕçлеме кăсăклă. Кĕçĕннисем — ырă кăмăллăрах. Вĕсем суйма та пĕлмеççĕ, кăмăлĕсем те уçăрах, чунĕпе те учительпе çывăхрах.

— Кăçал эсир РФ Президенчĕн грантне тивĕçрĕр. Халĕ акă тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен йышĕнче палăрса таврăнтăр. Çитĕнÿсем сирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ-и?

— Виçесĕр тар тăкнин, нумай çул тăрăшса ĕçленин çимĕçĕ темелле пулĕ. 20-мĕш çул ĕçлетĕп, анчах кун пысăкăш çитĕнÿ хульлĕхе пулманччĕ-ха. Пĕчĕккĕ-пĕчĕккĕн пынă ун патне. Малашне тата та яваплăрах, тăрăшуллăрах ĕçлеме тивĕ теместĕп. Вĕрентекенĕн яланах çапла пулмалла: ачасен сывлăхĕшĕн те, пĕлĕвĕшĕн те яваплă эпир. Паллах, шак шайрах юлас тесен малашне те çанă тавăрсах ĕçлемелле, алă усма юрамасть. Вĕрентекен ачасене яланах пĕтĕм чунне парать — урăхла май та çук.

— Тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен ăмăртăвне кайнă чухне Гран-при пирки ĕмĕтленнĕ-и?

— Кун пек ăмăрту çулсерен иртет. Республикăри вĕрентекенсем унта пĕрре мар хутшăннă. Тĕрлĕ çĕнтерÿпе те пĕрре мар таврăннă. Малтанхи тапхăра хутшăннă 318 вĕрентекенрен 40-шĕн йышĕнче мана та чĕнсен чунра шанăç çуралчĕ паллах. Гран-при пирки те вăрттăн ĕмĕт пулнă шухăшра. Ылтăнпа витнĕ кĕмĕл перона тивĕçрĕм. Халĕ вăл килти сĕтел çинче ларать. «Упра мана, ман талисман» тесе çырнă ун çине вырăсла. Маншăн вăл халĕ хăйнеевĕр управçă.

— Вĕрентекен пулас ĕмĕт хăçан тĕвĕленнине те ыйтса пĕлес килет.

— Шупашкарта çуралнă эпĕ. Çулталăкра чухне çемье аттен тăван ялне — Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăмне — куçса кайнă. Эпĕ унта ÿссе çитĕннĕ. Пĕрремĕш вĕрентекен Рената Тихонова ун чухне тин ĕçлеме пуçланăччĕ, çамрăкчĕ. Уроксене çав тери кăсăклă ирттеретчĕ. Ăна пăхса кĕçĕн классене вĕрентес килетчĕ. Аслă класа куçсан тепĕр вĕрентекене — ют чĕлхе учительне Маргарита Михайловăна — юратрăм. Вĕсен ĕçне тăсас шухăш пĕрре те улшăнман.

Шкул хыççăн Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухрăм. Ун хыççăн куçăн мар майпа ЧППУ дипломне илтĕм. 19-мĕш çул çак гимназире ĕçлетĕп. Ют чĕлхе вĕрентекенĕ пулас шухăш та ĕмĕтрех юлнă, çавăнпах иккĕмĕш аслă пĕлÿ те илтĕм, 2006 çулта ЧППУран акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ пулса тухрăм. Ÿнер шкулĕнче тăватă çул шкул çулĕчченхисене çак чĕлхене вĕрентрĕм.

— Тăван чĕлхи шăпи çинчен юлашки вăхăтра нумай калаçатпăр. Ачасен чăвашла вĕренес туртăм пур-и?

— Чăваш чĕлхине ытти предместсемпе пĕр шайрах хаклатăп эпĕ. Математикăна курайманнисем те туп-туллиех. Географине юратманнисем те пур. Ытти предмета килĕштерменни те нумай. Чăваш чĕлхине те вĕренес текен те, вĕренес мар текенни те пур. 1997 çулта ĕçлеме вырнаçнине аса илес тĕк, ун чухне «чăваш чĕлхи мĕн тума кирлĕ?» тени хăлхаран каймастчĕ. Чуна самаях хускатнă ку сăмахсем. Юлашки вăхăтра «кирлĕ мар» тени сахал илтĕнет. Обществăра улшăнусем пулса иртнĕ. Патшалăх чĕлхине пĕлмесен те ăнланмалли ÿсекен ăру ăс-хакăлĕнче ларатех.

— Хăвăр ывăлăршăн «анне» пулнисĕр пуçне шкулта нумай ачашăн та — çывăх çын эсир.

— Кашни ача валли уйрăм уçă тупма тивет. Пурте хăйне евĕр. Пĕрне ачашламалла, хавхалантармалла. Тепринпе урок хыççăн юлса хыттăнрах та калаçма тивет. Ашшĕ-амăшĕ те тĕрлĕрен. Аслăраххисем ачисене тĕрĕсрех воспитани параççĕ-ха. Паянхи çамрăксен ывăл-хĕрĕпе нумай ĕçлемелле. Ытларах хăйсем çинчен шухăшлани куç кĕрет: компьютерпа, телефонпа ларма ирĕк параççĕ — хăйсене çеç ан чăрмантарччăр. Çамрăксем ачисене шкул ĕçне явăçтарманни, урока хатĕрлеменни сисĕнет. Пăхатăн та: 10-15 проценчĕ çеç ачисемпе ĕçлет. Ача çуратнă тăк — темле пулсан та вăхăт тупмаллах. Унчченхипе танлаштарни те вырăнсăр: программа та урăх, эпир ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ тата. Пирĕн кашнин хăйĕн тивĕçĕ пулнă. Вĕсен хушшинче — урок тăвасси те. Хальхи ачасене килти ĕçе пурнăçлама та вĕрентмелле. Ашшĕ-амăшĕ çуллен: «Урокра доска тасатма ирĕк паратăп, ĕç урокĕнче те ĕçлеттерме юрать», — тесе ирĕк парса хут çырать. Вĕсен хушшинче те алă пусманни, килĕшменни тупăнать. Ĕçе хăнăхтарни çак вак-тĕвекренех пуçланать.

Хушса калани: Аслă категориллĕ вĕрентекеншĕн тĕп вырăнта, паллах, ачасене тăван çĕршыва, тăван халăх культурипе чĕлхине юратма, хисеплеме вĕрентесси. Çав вăхăтрах Нелли Краснова тĕрлĕ методика пособийĕпе вĕренÿ программисен, кĕнекисен авторĕ те. Пултаруллăскер гимназире 7-мĕш çул тухакан «School-инфо» хаçат редакторĕ те. Вĕрентекенпе вĕренекенĕсен çитĕнĕвĕсене вара шутласа та пĕтереес çук.

Татьяна НАУМОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Татьяна НАУМОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.