- Чăвашла верси
- Русская версия
«Тăвăллăн алă çупсан тата чаплăрах ташлас килет»
Мĕн ĕлĕкрен этем хусканусем урлă савăнăçĕпе хурлăхне палăртнă. Паян та çавах: çемье уявĕсенче, Акатуйра пĕрле пухăнса ташлатпăр. Е çак пултарулăхпа киленме концерта каятпăр. Мĕнлерех çынсем-ха вĕсем — ташăçăсем? Çак профессие суйлама мĕн хистет-ши? Хальхинче «Çамрăксен хаçачĕн» тĕпелне Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕн çамрăк артисткине, республика шайĕнче иртнĕ «Асамлă парне», «Калейдоскоп талантов», «Танцуй», «Радуга танца» тата ытти конкурсра çĕнтернĕ, республика Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ Анна АНИСИМОВĂНА йыхравларăм.
«Кукамай чăваш чĕлхине юратма вĕрентрĕ»
— Пирĕн пурнăç еплерех йĕркеленсе пырасси чун суйланă профессирен нумай килет. Эсĕ — профессионал ташăçă.
— Ташă – манăн пурнăç. Хамăн кун-çула унсăр курмастăп. Пурнăçăмри чылай самант ташăпа çыхăннă. Хăлха кĕвĕ илтсенех алăура хускану тума пуçлать. Кĕвĕ чуна сăрхăнса кĕрсенех тулалла ăнтăлать. Мĕн тăвас? Çавăн пек туйăмлă çын эпĕ!
— Ташланă чухне чунунта еплерех туйăмсем хуçаланаççĕ?
— Ку мĕнле кĕвĕ илтнинчен килет. «Юрату», «ырату» сăмахсем ахальтен риф мăланмаççĕ пуль тетĕп. Ку туйăмсем ташша тата илемлетеççĕ. Çакна çирĕплетсех калама пултаратăп: эпĕ ташланă чухне яланах телейлĕ, мĕншĕн тесен хамăн ĕçе тулли кăмăлпа пурнăçлатăп. Хăйĕн ĕçне юратман çын вара, манăн шухăшпа, ун пек мар. Ун пеккисене ăнланмастăп. Чуна выртман ĕçре мĕнле тăрăшмалла? Тен, пысăк шалу тытса тăрать унашкаллисене.
— Тĕнчере професси нумай. Мĕншĕн шăпах ташăçă пулас терĕн?
— Эпĕ те ача чухне ыттисем пекех ĕмĕтленме юратнă. Мана троллейбус водителĕн ĕçĕ те килĕшетчĕ. 10 çул тултарсан аслисене систермесĕрех ташă кружокне çырăнтăм. Эпĕ Шупашкарта çуралнă, аттепе анне Кÿкеçре ĕçленĕрен мана унти лицея вĕренме ячĕç. Анне — товароведра, атте сварщикре вăй хуратчĕ. Уроксем хыççăн ташă кружокне чупаттăм. Аслă классенче конкурссене час-часах хутшăннăран уроксене сиктерме тиветчĕ. Тантăшсенчен юлас мар тесе киле панă ĕçсене çĕрĕпе пурнăçлаттăм.
— Кур-ха: епле тăрăшуллă пулнă эсĕ.
— Пур ĕçе те тĕплĕ тума хăнăхнă эпĕ. 9-мĕш класс пĕтерсен панă аттестатра лайăх паллăсем çеç.
— Санпа интернетра паллашрăм. Çырусене чăвашла тĕрĕс çыратăн. Тăван чĕлхепе таса та илемлĕ калаçма сана, хула хĕрне, шкулта вĕрентрĕç-и?
— Етĕрне районĕнчи Мăн Пакăш ялĕнче пурăнакан кукамай чăваш чĕлхине юратма хăнăхтарчĕ. Пĕлтĕр юбилейпа хăйне евĕр парнепе савăнтартăм: ăна халалласа çырнă сăвва вуларăм. Вăл ăна питĕ килĕштерчĕ.
— Хальхи хула ачисем ялти ватăсене ним мар хăйсем вырăсла вĕрентме пултарĕç.
— Ашшĕ-амăшĕ ялта çуралса ÿснĕ пулсан ачасем çулласерен унта вăхăта ирттереççĕ. Мана та çывăх çыннăмсем хăйсенчен хăвармастчĕç, шăллăмпа иксĕмĕре яла илсе çÿретчĕç. Кукамай пире хăйĕнпе пĕрле фермăна илсе каятчĕ. Пăрусене сĕт ĕçтереттĕмĕр, пĕчĕкскерсене ачашлаттăм. Ферма çуртĕнче кушаксем пурччĕ. Вĕсен çурисемпе выляттăм. Ял пурнăçне кăмăллатăп. Ирĕклĕх, таса та уçă сывлăш, сиплĕ шыв… Мĕн тери лайăх! Кукаçи питĕ ĕçчен пулнă, колхозра бригадирта тăрăшнă. Ун пирки анне каланинчен çеç пĕлетĕп. Пĕчĕк пулнă эпĕ, вăл йывăр чирленине кăна астăватăп. Сывалаймарĕ, вилчĕ. Аттен тĕп килĕ инçех мар — кÿршĕри Кĕçĕн Ямашра вырнаçнă. Пĕр пахчаран теприне хăвăртах çитеттĕмĕр. Асаннене мамак тесе ÿсрĕм. Вăл та манпа чăвашла çеç калаçатчĕ. Кукамайпа пĕр фермăра ĕçлетчĕ. Икĕ чăн-чăн чăваш хĕ рарăмĕн юратăвне туйса çитĕнтĕм. Маçака эпĕ пачах курман, унăн ĕмĕрĕ кĕске пулнă.
— Фермăри тислĕк шăршинчен йĕрĕнмен, пахчара çум çумласа ÿснĕ пике пысăк сцена çинче акăш пек илемлĕ ташлать…
— Чăваш ялĕ манра чăвашлăх туйăмне вăратрĕ. Кукамай-мамакпа ÿссе наци культурине хисеплеме вĕрентĕм. Сенкер экран
умне ларсан юрăпа ташă ансамблĕн концерчĕсене каçăхса кайса пăхаттăм. Çăмăллăн хускалакан ташăçăсем пек пулас килетчĕ. Тăван чĕлхене юратни мана кăмăла каякан ĕç тупма пулăшрĕ. Сцена çине наци тумĕпе тухса чăваш ташшине ташлама кăмăллатăп. Çак самантсем маншăн — чи телейлисем. Чăвашсен ташшисем сăпайлă, алă кайăк çуначĕ пек хускалать. Çав вăхăтрах вĕсенче хĕрÿлĕх те пур. Урапа тăпăртатса хăйне евĕр кĕвĕ кăлараççĕ. Тен, çакăнта аваллăх пытаннă? Урапа тăпăртатса кăларнă кĕвĕ чăпта çапнине аса илтерет. Чăвашсен тĕрĕллĕ тумтирĕ мĕне тăрать тата! Туйăмсене çырса кăтартма сăмахăм çитмест. Ытти халăхăн ташшине те кăмăллатăп, анчах вĕсем чăвашсенни пек чуна витермеççĕ.
— Ташă ăсталăхне ăçта вĕрентĕн?
— 9-мĕш класс хыççăн Шупашкарти культура училищине çул тытрăм, тÿрех вĕренме кĕтĕм. Анчах унта ăс пухма çăмăл пулмарĕ. Тăватă çулта нумай тар тăкрăм. Йывăрлăхсем манăçнă ĕнтĕ, асра хаваслă самантсем çеç тăрса юлнă.
— Ăста вĕрентекен упана та ташлама хăнăхтарать.
— Классика ташшисен вăрттăнлăхне Зоя Александрова уçса пачĕ, халăх ташшисемпе Вера Протопопова паллаштарчĕ, Людмила Нянина чăваш ташшин илемне туйма вĕрентрĕ. Училищĕрен киле каç пулттипе çеç таврăнаттăм.
— Ташă конкурсĕсенче çĕнтерни сана мĕн парать?
— Хамăн вăя хаклама вĕрентет. Тата конкурс вăхăтĕнче чуна хумхантаракан, кăтăклакан туйăм килĕшет. Кун пек тупăшусем пурнăç çине урăх куçпа пăхма пулăшаççĕ. Халăх мĕнле йышăнни пĕлтерĕшлĕ.
— Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльне кашниех лекеймест. Чăваш ятне тĕнче шайне çĕклекен ансамбль-çке вăл!
— Людмила Нянина хореограф пирĕн курсран икĕ ташăçа ансамбле илме сĕннĕ. Пĕри — эпĕ, тепри — Ольга Соснова. Унта ĕçе кĕриччен пирĕн пултарулăха ятарлă комисси тĕрĕслерĕ. Экзамен тытма çăмăл пулмарĕ: темĕн тĕрлĕ ташă та ташлаттарчĕç. Ĕçе илчĕç. Ансамбльте эпĕ — 5 çул. Чăваш Енри, Раççейри чылай ял-хулара куракана савăнтартăмăр. Коллективпа пĕрле Испанире те пулса куртăм.
— Çĕр-çĕр çын умĕнче ташлама çăмăл мар-тăр.
— Халăх пире мĕнле йышăнни пĕлтерĕшлĕ. Тăвăллăн алă çупмасан ĕçлесе çитереймен пек туйăнать. Зал кĕрлесе тăрать пулсан чунра хавхалану тапса тăрать, тата чаплăрах ташлас килет.
— Аня, санăн шухăшпа, ташă мĕн тума кирлĕ? Тен, унсăр та пурăнма пулать?
— Пĕрремĕшĕнчен, ташă — хальхипе аваллăх хушшинчи кĕпер. Иккĕмĕшĕнчен, куракан концертра малалла пурăнма вăй-хăват илет, ташăçăн чунĕ вара хăпартланать. Виççĕмĕшĕнчен, хускану сывлăха çирĕплетме пулăшать.
— Сан çине пăхатăп та тĕлĕнетĕп! Диетăна пăхăнмастăн пулĕ те? Хăва пекех йăрăс пÿллĕ. 24 çулта тееймĕн, 14-ри пек курăнатăн.
— Пире, ташăçăсене, никам та çиме чармасть. Вăрттăнлăха уçам: пахча çимĕç кăмăллатăп. Хура çăкăр сайра хутра çиетĕп. Лавккара вара, чăнах та, хăш чухне паспорт ыйтаççĕ.
Пĕр хум çинче
— Мăшăру кашни 15 минутран шăнкăравлать. Мĕн ку: тунсăхлани-и, кĕвĕçни-и е шанманни-и? Е вăл 2 çулти ачапа килте пĕччен ларасшăн мар?
— Мăшăрпа эпир пĕр хум çинче. Иксĕмĕр те искусство тĕнчинче пурăнатпăр. Вăл — мусăкçă. Пĕр вăхăтра вĕрентĕмĕр. Вăл çав çуртрах вырнаçнă Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн музыка уйрăмĕнче ăс пухатчĕ. Мана вăрттăн сăнанă, тĕл пулмассерен именетчĕ. Манăн телефон номерне хĕр туссенчен ыйтса пĕлнĕ. Шăнкăравларĕ. Икĕ çул çÿрерĕмĕр. Чунра юрату çеçке çурчĕ те качча тухма килĕшрĕм. Пире пĕрле пурăнма интереслĕ. Калаçмалли тупăнсах тăрать.
— Мăшăру Ваня ятлă, эсĕ — Аня. Кур-ха: хитре рифмăланать. Ывăлăр — Арсений.
— Арсений хастар тенине пĕлтерет. Чи тĕлĕнмелли — вăл кăкăр айĕнче тĕвĕленсен пуçа çак ят тÿрех пырса кĕчĕ. Шалти туйăм ку тĕнчене ывăл килессине систерчĕ пулмалла.
— Муркаш районĕнчи Нÿрет ялĕн че пурăнакан хунямупа хуняçу сана, чиперккене, ыталасах кĕтсе илеççĕ пуль-ха.
— Пире курма вĕсем яланах хавас. Мăнукĕшĕн каçăхсах каяççĕ. Кил хуçалăхĕнчи ĕçсене хунямапа пĕрле хаваспах тăватăп, хула хĕрĕ тесе кĕрĕк арки йăваласа лармастăп. Вĕсем иккĕшĕ те тивĕçлĕ канăва тухнă, апла пулин те ĕçлеççĕ.
— Хăш-пĕр çамрăка ют çĕршыв илĕртет, нумайăшĕ лайăх пурнăç шыраса тăван тăрăхран тухса каять.
— Эпĕ Чăваш Енре çеç телейлĕ. Ăçта çуралнă, çавăнта кирлĕ пулнă теççĕ. Маншăн тăван тăрăхран хакли çук. Малалла вулас...
Альбина ЮРАТУ калаçнă. Анна АНИСИМОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.
Комментари хушас