Сывлăха çирĕплетекен уяв

Иртнĕ канмалли кунсенче çĕршывĕпех анлă сарăлнă ăмăрту — "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" — хастарсене, сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене 35-мĕш хутчен пухрĕ. Чăваш республикинче ăна 2005 çултанпа йĕркелеççĕ. Кашни районтах иртекенскерне халăх хастар хутшăнать. Ахальтен мар йĕлтĕр сырас текенсен йышĕ те çулленех ÿсет. Кăçал акă тĕрлĕ ÿсĕмри 60 пине яхăн çын хутшăннă. Спорт уявне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçрĕ.

— Паян пирĕнпе старта пĕтĕм Раççей тухать. Эсир ачăрсемпе, юлташăрсемпе, тусăрсемпе, асаннĕр-аслаçăрпа спортăн çак уявне çуллен хутшăннăшăн сире чунран тав тăватăп, — терĕ вăл патшалăх халăха сывă та вăйлă, пултаруллă та çирĕп тĕллевлĕ тума тăрăшнине палăртса.

Михаил Васильевич пирĕн республика халăха спортпа туслаштарас кăтартусемпе Раççейре курăмлă вырăн йышăннине аса илтерчĕ. Паянхи куна 176 пултаруллă ывăл-хĕрĕмĕр — Раççей пĕрлештернĕ командисен йышĕнче. Чылайăшĕ çитĕнĕвĕсемпе савăнтарсах тăрать. Татьяна Акимова биатлонист кăтартăвĕсем те курăмлă.

— Паян кашниех медале тивĕçеймĕ, çапах кашниех çĕнтерĕ, мĕншĕн тесен ырă кăмăл-туйăмпа, хавхаланупа хăпартланатăр, — терĕ ăмăртăвăн тĕп судйи Геральд Салдимиров.

Тĕп старт, паллах, яланхиллех Шупашкарта иртрĕ. Кунта 13,5 пин çын йĕлтĕр сырчĕ. Аэропорт таврашĕнчи ăмăрту яланхиллех вип-чупуран пуçланчĕ. Старта республика Пуçлăхĕпе Михаил Васильевичпа пĕрлех мăшăрĕ Лариса Юрьевна та тухрĕ.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе уява хутшăннă чи опытлă йĕлтĕрçĕсене палăртрĕç. Вĕсем — Леонид Никифоровпа Вера Орлова. Иккĕшĕ те 84 çулта, апла пулин те йĕлтĕр сырма пăрахмаççĕ-ха. Чи çамрăкки — 144-мĕш ача садне çÿрекен 2,5 çулти Дарья Иванова. Професси шайĕнче чупакансем 3, 5 тата 10 километр дистанцисенче медальсене салатрĕç.

Татьяна НАУМОВА.

Татьяна НАУМОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.