Суд приставĕ мунча кăмакине туртса илесшĕн

Шупашкарти Калинин районĕнчи суд приставĕ мунча кăмакине туртса илесшĕн. Анчах хăйěн валли мар. Суд йышăнăвне пурнăçласа.

Калинин районĕнчи суд приставĕсенчен пĕри мунча туса панă çыннăн парăмне шыраса илессипе çине тăрать. Федерацин суд приставĕсен Чăваш Енри управленийĕн пресс-служби хыпарланă тăрăх, Шупашкарти пĕр çын теприне мунча туса панă. Ĕçшĕн ăна 140 пин тенкĕ тÿлеме калаçса татăлнă. Стройка вĕçленсен мунча хуçи ĕçшĕн татăлма васкаман. Шăнман пăр çине лартса яма хăтланнине сиснĕ строитель яваплă органсенчен пулăшу ыйтнă.

Парăма татманни мĕнпе вĕçленессине асăрхаттарнă хыççăн суд приставĕ мунча кăмакине арестленě. Арест хунă пурлăхшăн вăхăтра тÿлемесен  кăмакана илсе тухса ним мар сутса ярĕç.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ.

Комментари хушас