Станислав Садальский: «Взятка илекен тухтăрсене питлеместĕп»

22 Ака, 2016

Станислав Садальские мĕнле рольте кăна курмарăмăр пулĕ, çапах телетухтăрта пĕрремĕш хут-ха вăл. Кăрлач уйăхĕнчен пуçласа актер «Таблетка» программа /«Пĕрремĕш канал»/ ертсе пырать.

Тапăртатса тăратăп!

— Рейтингсене пăхсан куракансем сирĕн кăларăмра йышăннă. Хăвăра хăть килĕшет-и?

— Урăхларах каламалла пуль. Тапăртатса тăратăп! Ирхине 7 сехетрех вăранмалла-ха — эпĕ вара савăнатăп: «Часах ÿкерме пуçлаççĕ!»

Сывлăх пурне те хумхантарать. Чир-чĕр апат-çимĕçе пула мар, ватăлса пынă май аталанать. Эпĕ сипленме юрататăп. Аптекăна пырсан 5000 тенкĕрен сахалрах хăвармастăп. Манăн туссен йышĕнче тухтăр, экстрасенс, курăкпа сиплекен нумай. Чир-чĕр çинчен илтнĕ тăрăх кăна пĕлместĕп. Эпир ÿкерекен программăри чир паллисене хамра тупрăм. Трофика суранĕсĕр пуçне.

— Телекуравра медицина программи нумай. «Пĕрремĕшĕнче» кăна — тата иккĕ.

— Хĕвел айĕнче вырăн пурне те çитет. Куракан ухмах мар, мĕнле программа лайăх, хăшĕ начар — хăех ăнкарать. Эмелсене рекламăлакан программăсем пур, эпир идейăшăн ĕçлетпĕр. Укçа илместпĕр, тÿрĕ кăмăлпа ĕçлетпĕр. Сăнарсемпе тухтăрсем — чăн пурнăçрисем, эпир рейдсемпе çÿрекен поликлиникăсемпе аптекăсем те чăн-чăннисемех.

Анчах мана çакă пăшăрхантарать — лайăх эмелсен ячĕсене те калама юрамасть. Ку реклама пулать теççĕ. Енчен те мана куракансене пайăр препаратсене сĕнме ирĕк парас-тăк усăллисем, вăхăт тĕрĕсленĕ эмелсем çинчен кăна пĕлтернĕ пулăттăм.

Çапах эпĕ «Таблетка» кăларăма ертсе пыма пуçласан фармацевтика фирмисенчен нумайăшĕ хăйсене рекламăлама ыйтса пирĕнпе çыхăнчĕ. Анчах эпĕ килĕшместĕп.

— Тен, сахал укçа сĕнеççĕ?

— Пачах урăхла, лайăх укçа! Чăн сăмахăн суйи çук, идейăшăн ĕçлетпĕр. Эпĕ маларах ÿссе çитĕннĕ çын. Хальхи шоу-бизнесра 3 уйăх каялла палăртса хунă спектакле кăтартмасан та пултараççĕ: «Манăн корпоратива каймалла. Çĕр хут ытларах укçа параççĕ».

Мана урăх тытăм пăхса ÿстернĕ. Пĕр тĕслĕхре кăна — хам вилсен — палăртса хунă спектакле куракан пăхаймĕ.

«Эпир сире туртса хуратпăр!»

— Лăпкă та кăмăллă Елена Малышевăна пăхнă май программăна эсир ертсе пыни тĕлĕнмеллерех курăнать.

— Эпĕ ытлашши хăтланатăп пек туйăнать сире. Ман шухăшпа, темĕн туса çитерейместĕп пек.

Елена Малышевăна 10 çул пĕлетĕп. Пурнăç тăршшĕпех сăпайлăскер. Вăл «туртса кăларакан япаласемпе» мăнаçланатăп. Çĕнĕ формăсем шухăшласа тупмалла. Станиславскиех кашни 7 çулта çĕнĕ формăсем шырамалла тенĕ. Манăн çакнашкал форма пур — «Таблетка».

— Тухтăрсемпе хутшăнни сире савăнтарсах кайман пулĕ...

— Тÿрех мар, çапах хамăн тухтăрсене тупрăм. Тĕрĕссипе, кашни çыннăн хăйĕн тухтăрĕ пулмалла, вăл санăн чирÿсене, уйрăмлăхусене пĕлтĕр.

— Сирĕн хăвăрăн тухтăрсем район поликлиникинчен мар-и?

— Мускав больницисенчен. Поликлиникăран çак кунсенче шăнкăравларĕç: «Мĕншĕн эсир пирĕн пата çÿреместĕр-ха? Эпир сире туртса хуратпăр!» Савăнмалла çеç хăйсен.

Чикĕ леш енне кайсан эпĕ час-часах пулатăп тухтăрсем патĕнче. Лайăх специалистсем, анчах та вĕсен специализацийĕ ансăр. Çапах пирĕн медицина — чи курăмли. Телее, ăна тĕп тăвайман-ха.

— Эсир тухтăрсене питлеместĕр-и?

— Взятка илекен тухтăра алăранах ярса тытма йывăр мар. Эпĕ тухтăрсене питлеме пултараймастăп — вĕсен укçи-тенкине çаратакан, преступленисем тума хистекен чиновниксене çеç йĕплеме пултаратăп.

Шалти тасамарлăх тулашринчен хăрушăрах

— Программăра паракан сĕнÿсемпе хăвăр усă куратăр-и? Грипп эпидемийĕн тапхăрĕнче пĕлĕшсене алă паратăр-и?

— Алă тытатăп. Çынсемпе сахалрах хутшăнатăп, нÿрĕ салфеткăсемпе усă куратăп. Чиртен сыхланмаллине лайăх куратăп. Рита Терехова тĕлĕнмелле сăмахсем каларĕ: «Тулаш тасамарлăхран ан хăра — шалти тасамарлăхран хăра».

— Программа вĕçĕнче эсир сывлăшра хĕрес хыватăр. Куракансене хÿтĕлетĕр-и?

— Ку ăнсăртран çуралчĕ. Манăн куракансемпе сывпуллашнă май анлăрах хускану тумаллаччĕ, мĕншĕн тесен камера инçетреччĕ. Çак хускану хĕрес хывнă пекрех пулса тухрĕ. Хĕрес хурсан сывлăх сунатăн. Православи тĕнне ĕненекеншĕн çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Ольга САБУРОВА.

/«Собеседник»/

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.